Муркаш артисчĕсем Тутарстана çитрĕç

Категория: Общество Опубликовано: 18.07.2025, 08:44 Просмотров: 93

Муркаш тăрăхĕнчи художество пултарулăх коллективĕсем чăваш культурин «Уяв» ятлă пысăк фестивальне кайса килчĕç. Вăл çуллен Тутарстанти Сиктĕрме ялĕнче иртет. Вулакансене аса илтеретпĕр, ку ялта Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнă.


Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Ни­колаев пуçарнă «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проект виçинче тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Вĕсене пирĕн коллективсем те пысăк кăмăлпа хутшăнаççĕ. Округра та кун пек мероприятисем сахал мар пулаççĕ.

Ку хутĕнче пирĕн артистсем Тутарстана çитрĕç. Сăмах май, вĕсем ку пысăк уява пĕр­ремĕш хут мар хутшăнаççĕ. Хальхинче муркаш­сене «Уява» чаплăн уçнă çĕре хутшăнтарнă. Вĕсен номерĕсем куракансене питĕ килĕшнĕ.

Пирĕн коллективсем фестивальти ытти тематика лапамĕсенче те хăйсен пултарулăх­не кăтартнă. Вĕсем муркашсен юрри-кĕввипе çĕршер çынна паллаштарнă.

«Уяв» фестиваль пирки темиçе сăмах калар. Кунта анлă Раççейри тĕрлĕ регионти чăваш коллективĕсем пуçтарăнаççĕ. Чăваш йăли-йĕркине, культурине упрассипе тата сарассипе çак фестиваль пысăк ĕç тăвать. Муркаш коллективĕсене çак пысăк уява хут­шăннăшăн тав сăмахĕ калатпăр.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6