Студентсем практикăна килнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 18.07.2025, 08:39 Просмотров: 92

Паян Муркаш район тĕп больницинче 20 пулас тухтăр производство практикинче çак кăткăс ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене алла илет. Пурăна киле вĕсем кунта вăй хума пуçлĕç.

Паян тухтăрсем çитменни пирки нумай калаçаççĕ. Ку чăн­нипех те çапла. Çавăнпа çĕршывра «Вăрăм та хастар пур­нăç» наци проекчĕпе квалификациллĕ медицина кадрĕсем хатĕрлеме пăхнă. Ку енĕпе республикăра «Медицина ка­дрĕсем» проект ĕçлет.

Практикăна килнĕ Виктория Рыбникова Муркаш тăрăхĕн­че çуралса ÿснĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ те тухтăрсем. Çавăнпа вăл тухтăр ĕçне ăнкарать, хăй те ачаранах çак профессие суйлама шутланă.

– Хамăр ентешсене пулăшас килет, – тет Виктория.

Муркаш район тĕп больницин тĕп врачĕ Оксана Попова, студентсемпе тĕл пулнă май, вĕсене медицина учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштар­чĕ. Çамрăк çынсем больница тытăмĕпе, унăн историйĕпе, кадрсемпе кăсăкланчĕç. Вĕсем юлашки çулсенче округра медицина пулăшăвĕ парас ĕç çĕнелсе улшăннипе интересленчĕç.

Практикантсене професси ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме пĕтĕм больница коллективĕ пулăшать. Пурăна киле вĕсем район больницине ĕçлеме килессе шанаççĕ кунта вăй хуракансем. Округра пурăнакансем те çакна кĕтеççĕ.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6