Тухтăрсем яла тухаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 18.07.2025, 08:36 Просмотров: 118

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе «Сывлăх патне пĕр утăм» проект пурнăçа кĕрет.

Муркаш округĕнче вăл июнĕн 27-мĕшĕнче старт илчĕ. Администраци çурчĕ умĕнчи ла­памри мобильлĕ пунктра çынсем хăйсен сы­влăхне тĕрĕслеттерме пултарчĕç. Тухтăрсем вĕсен юн тата куç пусăмне, юнри холесте­ринпа сахăр шайне, кĕлетке йывăрăшне, çын çÿллĕшне, кĕлетке виçин индексне палăр­трĕç. Кунта çынсене виçĕ терапевт йышăн­чĕ. ЭКГ, щит парĕн УЗИне тума тата ытти тĕрĕслев ирттерме май пулчĕ. Хĕрарăмсене уйрăм тухтăр йышăнчĕ. Тухтăрсем çынсене канаш пачĕç, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентрĕç. Çав кун 200 ытла çын хăйĕн сывлăхне больницăна каймасăрх тĕрĕслет­терме пултарчĕ.

Июлĕн 1-мĕшĕнче тĕп больница тух­тăрĕсем Мăн Сĕнтĕр тăрăхне çитрĕç. Кунта вĕсем 159 çынна йышăнчĕç. Сывлăхĕсене пур енлĕ тĕрĕслерĕç, сĕнÿсем пачĕç.

Июлĕн 3-мĕшĕнче Муркаш тухтăрĕсем вара Кашмаш ялĕнче пулчĕç. Çак кун вĕсем 135 пациента йышăнчĕç. Кашмаша «Микро­хирургия глаза» МНТКан Шупашкарти фили­алĕн специалисчĕсем те килчĕç. Вĕсем 50 çын куçне тĕрĕслерĕç.

Июлĕн 12-мĕшĕнче тĕп больница тух­тăрĕсем Турайне çитрĕç. Кунта та хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме пынисем йышлăн пулчĕç.

Мĕнле пĕтĕмлетÿ тума пулать? Ял çын­нисем республика ертÿçи Олег Николаев пуçарнă «Сывлăх патне пĕр утăм» проекта ырласа йышăнчĕç. Нумайăшĕ яла килнĕ тухтăрсемпе тĕл пулма васкать. Чăннипех те меллĕ.

Июлĕн 19-мĕшĕнче мобильлĕ меди­цина пункчĕ Ярославкăна çитет. Сывлăха тĕрĕслеттерме пурте васкăр.

А. ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6