Культурăна, йăла-йĕркене упраса, малалла аталантаратпăр

Категория: Общество Опубликовано: 18.07.2025, 08:35 Просмотров: 129

Чăваш Республики культура аталанăвĕн çĕнĕ тапхăрне кĕрет. Июлĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕн президи­умĕн анлă ларăвĕнче Олег Николаева регионăн 2030 çулчченхи Куль­тура политикин аталану стратегийĕпе паллаштарчĕç. Çак документа Олег Николаев хушăвĕпе хатĕрленĕ.

Ку документ инфраструктурăна çĕнетме, пултарулăх пуçарулăхне пулăшма, наци йăли-йĕркине упра­са хăварма тата çынсене культура пурнăçĕпе çывăхарах пулма тĕплĕ ориентир пулса тăрать.

Чăваш Республикин çыннисем регионăн культура пурнăçне ыт­ларах явăçнине кăтартса параççĕ. Пирĕн республика «Пушкинская карта» программăна вăя кĕртес­сипе çĕршывра чи лайăххисенчен пĕри пулса тăчĕ, çамрăксене куль­тура ĕçне явăçтарассипе тата куль­тура аталанăвĕн эффективлăхĕпе тĕслĕх кăтартрĕ. Чăваш Ен Халăх­сем хушшинчи тата пĕтĕм Раççей культура мероприятийĕсем ирттер­мелли лаптăк, çавăн пекех визит карточки пулса тăчĕ.

Юлашки 5 çулта культура от­расльне финансласси икĕ хута яхăн ÿсрĕ, 2024 çулта 4,7 млрд тенкĕпе танлашрĕ. Çак сферăра пирĕн ре­спубликăра пысăк калăпăшлă ĕçсем пулса иртрĕç: культурăн 452 объект­не юсанă, пурлăх базине çĕнетнĕ, 35 Культура çурчĕ хута янă, Çĕр­пÿре Культура аталанăвĕн базине уçнă, Чăваш патшалăх филармо­нин реконструкцине вĕçленĕ. Çак ĕçсем малалла утма çирĕп никĕс пулса тăраççĕ.

Стратеги искусствăри, вĕренÿри, музейпа библиотека ĕçĕсенчи федераципе регион шайĕсенчи приоритетсене шута илет. 2030 çулччен Чăваш Енте 290 культура объектне модернизацилемелле, 4 масштаблă пысăк инвестици про­ектне тата инфраструктура мега­проектне хута ямалла. Çак ĕçсем валли 15,2 млрд тенкĕ кирлĕ. Çав­на май культура учрежденийĕсен 93 проценчĕ тивĕçлĕ шая çитет.

Тĕп проектсен шутне икĕ хут Со­вет Союзĕн Геройĕ Андриян Нико­лаев ячĕпе хисепленекен музей никĕсĕнче пулакан «Чува­шия космическая» музей комплексĕ кĕрет. Купроект Раççей Президенчĕн хушăвĕ шайĕнче пурнăçланать. Вăл çамрăксемпе туристсен тата хамăр çĕршыври космонавтика ый­тăвĕпе кăсăкла­накансен юратнă вырăнĕсенчен пĕри пулса тăрать.

Тепĕр пĕлтерĕшлĕ проект – «Рубежи Победы», вăл Раççейри çарпа истори пĕрлĕхĕпе пĕрле пур­нăçланать. Унăн шайĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи хÿтĕлев сооруженийĕсен инфра­структурине, çар техникин куравне йĕркелеççĕ, часовня-храм уçаççĕ. Çакă çамрăксене патриотла воспи­тани парассинче, истори астăвăмне упрассинче пысăк пĕлтерĕшлĕ пул­са тăрать.

«Библиотеки Чувашии. Переза­грузка» мега-проект çĕнĕ йышши 83 библиотека йĕркелеме май парать. Вĕсенче кĕнеке фондне çĕнетеççĕ, çĕнĕ цифра технологине алла илеççĕ, кĕнеке вулакансемпе çĕнĕ мелпе ĕçлеме пуçлаççĕ.

«Дом культуры. Новый фор­мат» проект клуб йышши 140 уч­реждение пырса тивет, вăл шутра – вĕсене юсасси, çĕнĕрен тăвасси, оборудованипе тивĕçтересси, çĕнĕ йышши 7 кинозал уçасси, пур муниципалитет валли те ав­токлубсем туянасси.

Культура отраслĕ çĕнĕлле ĕçлеме пуçлать, аудиторипе çыхă­насси ÿсет. Реги­онта çулсерен 2,7 пине яхăн меро­прияти ирттерме палăртнă, вĕсене 770 пин ытла çын çÿрĕ. Пултарулăх ушкăнĕсе­не, çамрăксене, ытти çынсене аталанма майсем лайăхланĕç. Чăваш чĕлхине ата­лантарасси, халăх йăли-йĕркине упрасси, фестивальсемпе конкурс­сене регионта тата унăн тулашĕнче ирттересси тимлĕхре пулĕ.

Ĕçе пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çапла ка­ларĕ: «Стратеги тĕллевне кăна лартмалла мар, эпир малашне мĕн­ле ĕçлеме палăртнине те шута ил­мелле», – терĕ Олег Николаев. Вăл профессиллĕ мар çамрăксен театр­не йĕркелессипе, ку тĕлĕшри ытти ыйтăва татса парассипе Çамрăксен ыйтăвĕпе ĕçлекен управленипе, Экономика министерствипе çыхăн­са ĕçлеме сĕнчĕ.

Çакă халĕ вăйра тăракан тата çĕнĕрен тăвакан объектсене эффек­тивлă ĕçлеттерме май парĕ. «Пирĕн тĕллев объекта çĕклесси тата юсас­си кăна мар, центрсене çамрăксем хутшăнакан вырăн тăвасси. Çав учрежденисене çамрăк мăшăрсем хăйсен пуçарăвĕсемпе килме пул­тарччăр, вĕсенче пурнăç вĕресе тăтăр. Эпир хута яракан объектсем республика илĕртÿлĕхне ÿстерме май памалла. Культурăна аталанта­расси çакăнта пысăк пĕлтерĕшлĕ», – çапла палăртать регион пуçлăхĕ Олег Николаев.

Вăл каланă тăрăх, культура уй­рăм отрасль кăна мар, вăл – халăх чун-чĕри, унăн тымарĕ, пуласлăх ориентирĕ. Паянхи тĕллев ку таранчченхи пуян­лăха упраса хăварасси кăна мар, ăна хальхи вăхăт ыйтакан шайра тытса пырасси, кашни çыннăн кулленхи пурнăçĕпе çыхăнтарасси.

Пичете Роза МАКАРОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6