Июлĕн 16-мĕшĕнче Муркаш муниципалитет округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ пулчĕ. Ăна ирттерме Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ Сергей Павлов килчĕ. Чи малтанах информаци кунĕ шайĕнче йышăну иртрĕ. Унта Сергей Павлов, округ пуçлăхĕ Алексей Матросов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Федотов хутшăнчĕç, пĕр çыннăн çĕрпе çыхăннă кăткăс ыйтăвне сÿтсе яврĕç.
Ĕç кунĕ Çатракасси территори пайĕнче иртрĕ: Кашмашри Культура çуртне ял çыннисем пухăнчĕç, Кашмашри шкулта – учительсен коллективĕ. Тĕл пулусенче ĕç ушкăнĕ çулталăкăн пĕрремĕш çурринчи социаллă пурнăçпа экономика кăтартăвĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕпе тата бюджета пурнăçланипе паллаштарчĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн çĕнĕ социаллă проекчĕсене хак пачĕç. «Ниме – халăх бюджечĕ», «Сывлăх патне пĕр утăм ту», «Чăваш Енти савăнăçлă çу кунĕсем», «Мирлĕ пурнăçа утăм ту» проектсем мĕнле ĕçленине çынсем туйма ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. «Сывлăх патне пĕр утăм ту» проект уйрăмах ял çыннисемшĕн меллĕ. Сывлăха тĕрĕслекенсем Çатракасси тăрăхĕнче те пулчĕç. Çынсем çавăн пек ĕçшĕн республика ертÿлĕхне тав турĕç.
Территори пайĕн пуçлăхĕ Надежда Никитина каланă тăрăх, вĕсем тĕрлĕ программăна хутшăнаççĕ, пуçарулăх бюджечĕпе çитес çул 7 проект пулмалла, вăл шутра 2-шĕ – Кашмашра. «Сирĕн пуçлăх Надежда Геннадьевна питĕ активлă çын, вырăнти хăтлăх ĕçĕсемшĕн чылай тăрăшать», – терĕ Алексей Матросов. Галина Ершова та çак шухăша çирĕплетрĕ.
Алексей Матросов каланă тăрăх, округра кăçал пуçарулăх бюджечĕн программипе 63 проект 211,1 млн тенкĕлĕх пурнăçламалла. Маларахри çулсенче çул-йĕр ытларах юсанă, халĕ ял çыннисем шыв çыхăнăвĕсене юсасси çине тимлĕх ытларах уйăраççĕ. Иртнĕ çул шыв пăрăхĕсене 35 км юсанă, кăçал 30 км юсама палăртнă.
Сергей Павлов республикăра ку енĕпе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Регионта кăçал 1555 пуçарулăх проектне вăя кĕртессипе ĕçлеççĕ. Çавăн пекех вăл регион пуçлăхĕн проекчĕсем çинче чарăнчĕ. «Сывлăха тĕрĕслекен хулари мобильлĕ пунктра эпĕ те пулса куртăм, çыннисем йышлăн, сывлăха тĕрĕслеттерме питĕ меллĕ», – терĕ вăл.
«Сывлăх патне пĕр утăм ту» проект шайĕнче 15 кун хушшинче пĕтĕмпе республикăра 14555 çын хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарнă. Ку ĕç чир-чĕре вăхăтра тупса палăртма тата сиплеве маларах пуçлама май парать.
Сергей Павлов муркашсене тĕрлĕ ĕçре тăрăшуллă та пуçаруллă пулнăшăн тав турĕ. Çавăн пекех вăл шыв çинчи хăрушсăрлăх пирки аса илтерчĕ, уйрăмах ачасемпе асăрхануллă пулмаллине каларĕ. Шел пулин те, республикăра ача шыва путса вилнĕ факт пур.
Учительсен коллективĕ шкул пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
