Июлĕн 16 – 17-мĕшĕсенче Çĕрпÿ округĕнче республикăри «Уй-хир кунĕ – 2025» курав иртнĕ.
Асăннă выставка 19-мĕш хут ĕçленĕ. Кунта 15 регионти 69 делегаци хутшăннă. 12 гектар çинче 28 компани 200 ытла техника кăтартнă. 41 организаци тĕрлĕ им-çам, удобрени, выльăх апачĕ сĕннĕ.
Выставкăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев уçнă. Вăл кунта наукăпа практика тата тĕрлĕ технологи тĕл пулнине палăртнă.
– Ял хуçалăхне аталантарса эпир хамăр ялсене те аталантаратпăр. Вĕсене пурăнма тата ĕçлеме хăтлăрах тăватпăр, – тенĕ Олег Николаев.
Выставкăра пирĕн аграрисене «Гомсельмаш», «Пегас-Агро» тата ыттисен техникине панă. Ку – паян-ыран хире тухакан хуçалăхсемшĕн пысăк пулăшу.
Выставкăра 315 тĕрлĕ ял хуçалăх культурипе паллаштарнă. Вĕсене пирĕн климатра тĕрĕслесе пăхнă. Çакă республикăна çĕнĕлĕхсене вăя кĕртекен регион ятне тивĕçме май парать.
Олег Николаев тата «Россельхозбанк» АО Чăваш филиалĕн ертÿçи Ирина Письменская Фермер шкулĕнчен вĕренсе тухнисене дипломсем панă. Вĕсен шутĕнче пирĕн ентешсем Андрей Скворцов, Ольга Бархаткина тата Роман Николаев пур.
Сăмах май палăртса хăварăпăр, Фермер шкулĕнчен улттăмĕш тапхăр тухнă.
Выставкăра Муркаш округĕнчи хуçалăхсен ертÿçисемпе фермерсем те пулнă, çĕнĕлĕхсемпе паллашнă.
«Уй-хир кунĕ» выставкăна ирттерни пирĕн регионта ял хуçалăхĕ ăнăçлă аталаннине, кунта малта пыракан опыта тĕпе хурса ĕçленине çирĕплетет.
Август 2026 |
