Вырмана тухрăмăр

Категория: Общество Опубликовано: 18.07.2025, 08:29 Просмотров: 111

Вырмана эпир иртнĕ шăматкун тухрăмăр, укçа-тенкĕпе тата техникăпа тивĕçтернĕ. Çап­ла пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче.

Кăçал ĕçе 700 ытла паянхи йышши комбайн, тырă тасатмалли 75 тата тырă типĕтмелли 135 ытла комплекс явăçтаратпăр. Патшалăх пулăшăв­не кура техникăн виççĕмĕш пайĕ 5 çултан çĕнĕ. Çакă эффективлă ĕçлеме тата тăкаксене чакар­ма май парать. Кашни комбайн пуçне 320 гектар лаптăк тивет. Ку Атăл çи округĕнчи чи пĕчĕк кăтар­тусенчен пĕри пулать.

Кăçал аграрисене пулăшма 5,3 млрд тенкĕ уйăртăмăр. 2 млрд тенкине вĕсем патне çитер­нĕ, тепĕр 1,2 млрд тенкине август пуçламăшĕнче илĕç. Эпир çăмăллăхлă кредитсем çеç уйăрмаст­пăр, пур енĕпе те пулăшса пыратпăр, ÿсен-тăран ÿстерессинчен пуçласа АПКна аталантарасси та­ранччен.

Çапла комплекслă пулăшнăран, паянхи тех­никăпа тивĕçтернĕрен кăтартусене иртнĕ çулхин­чен лайăхлатасса шанатпăр. Пĕтĕмĕшле 800 пин тонна яхăн тырă-пулă пухса кĕртме шутлатпăр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6