Унăн ĕçне пысăка хурса хакларĕç

Категория: Общество Опубликовано: 18.07.2025, 08:29 Просмотров: 105

Сăн ÿкерчĕкре «Путене» ача сачĕн воспитательне Галина Лоцмановăна куратăр. Çак ĕçре вăл çирĕм пилĕк çул ытла ĕçлет. Аслă категориллĕ специ­алист хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Ăна коллектив, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хисеплеççĕ.

Унăн ĕçне тĕрлĕ наградăпа хакланă. Пысăк шайрине иртнĕ çул тивĕçрĕ. Вĕренÿ сферинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса вăй хунăшăн, çитĕнÿсем тунăшăн Га­лина Вячеславовнăна Раççей Федерацийĕн Çут ĕç министерствин Хисеп грамоти­пе чысларĕç. Çаксенчен те сумлăраххи – ача-пăчапа ашшĕ-амăшĕн тав сăмахĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1