Чăваш Республикинче пĕрремĕш фермер агромаркечĕ уçăласси пирки Чăваш Ен Правительствин ертÿçи Сергей Артамонов хăйĕн телеграм-каналĕнче пĕлтерчĕ. Вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев сĕнĕвĕпе ĕçлеме тытăнать.
«Пехет» агромаркет паян, июлĕн 18-мĕшĕнче, «Каскад» суту-илÿ центрĕнче ĕçлеме пуçлать. Çак уява савăнăçлă, илемлĕ тата тутлă ирттерме палăртаççĕ. Подрядчик ĕçлеме пуçланăранпа кунти лаптăк йăлтах илемленсе ларнă, витринăсене йывăçран тунă, ытти япалана та йăлтах эрешлетсе илемлетнĕ. Суту-илÿ лаптăкĕнче наци колоричĕ, чăвашлăх палăрать, чăваш ÿнерçисен тăрăшулăхĕ лайăх курăнать. Кунти кашни япалана чуна парса тунă.
Агромаркетра 40 ытла производителĕн экологи тĕлĕшĕнчен пысăк пахалăхлă тĕрлĕ продукцине сутаççĕ: аш-пăш, сĕт-çу, пахча çимĕç, пыл, сыр тата ытти çимĕç пулĕ сутлăхра. Унсăр пуçне кунта килекен кашни хăна халăх промыслипе паллашĕ, сувенир туянма пултарĕ.
Унта кайса çÿреме меллĕ пултăр тесе çул-йĕр бригади обществăлла транспорт чарăнăвĕ йĕркеленĕ. Кунта 5 тата 13 номерлĕ хула транспорчĕн маршручĕсем çÿреççĕ.
«Пехет» сăмаха вырăсла куçарсан «изобилие, достаток, богатство» тенине пĕлтерет. Вăл «Каскад» суту-илÿ центрĕн цоколь хутĕнче вырнаçнă, лаптăкĕ – 4,2 пин тăваткал метр. Ăна республикăра пурăнакансене тата хăнасене экологи тĕлĕшĕнчен паха чăваш продукцийĕ сĕнес, çĕнĕ йышши фудкорт йĕркелес тĕлĕшпе тунă. Проектпа пăхнă тăрăх, унта 50 суту вырăнĕ тата обществăлла апатланăвăн 4 точки пулмалла. Çак лаптăка пĕр харăс 1050 çын вырнаçать.
Август 2026 |
