Июлĕн 8-мĕшĕнче округ администрацийĕнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалланă савăнăçлă уяв иртрĕ. Унта территори пайĕсенчи сумлă çемьесем хутшăнчĕç. Вĕсем шăпах пурнăçри тĕрлĕ кăлтăка пăхмасăр çемье телейне, юратупа шанчăклăха тата ĕненĕве упраса пурăнакансем, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракансем. Уявра ылтăн юбилярсем пулни вара мероприяти пĕлтерĕшне ÿстерчĕ. Килĕшÿллĕ çемьере мăшăрсем кирек епле вăхăтра та пĕрне-пĕри ăнланаççĕ, кĕтеççĕ тата каçараççĕ.
Уява çамрăк çемьесем те хутшăнчĕç. Нумай ачаллă çемьесене удостоверенисем пачĕç. Çемьесем ячĕпе чуна тивекен ăшă сăмах чылай пулчĕ. Юрри-кĕвви те чун-чĕрене çĕклерĕ.
Сăн ÿкерчĕкре уява хутшăннă сумлă çемьене – Валентина Юрьевнăпа Станислав Порфирьевич Григорьевсене тата вĕсен Дмитрийпа Ольга ачисене – куратăр. Вĕсен тăрăшулăхĕ округ аталанăвĕнче кăна мар, республика шайĕнче те курăмлă. Григорьевсем – тĕслĕхри çынсем.
Москакасси тăрăхĕнче пурăнакан хисеплĕ мăшăра уявра «Юратупа шанчăклăх» медальпе чысларĕç. Вĕсем пурнăç сукмакĕпе 41 çул пĕрле килĕштерсе утаççĕ.
Мăшăр ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ панă. Дмитрий – Раççей МЧСĕн тĕп управленийĕн сотрудникĕ, Ольга – экономист. Паян туслă мăшăра 6 мăнук хăйĕн çитĕнĕвĕпе савăнтарать.
Григорьевсем вĕрентекен ятне çÿлте тытаççĕ. Станислав Порфирьевич 40 çул хушши вĕренÿ тата культура учрежденийĕсене ертсе пырать. Халĕ вăл – Муркашри централизациленĕ клуб системин ертÿçи. Валентина Юрьевна 1986 çултанпа Москакасси шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Хисеплĕ педагогсене «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» кăкăр çине çакмалли паллăпа тата тĕрлĕ наградăпа чысланă.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
