Хаçат вулакансем çапла ыйтаççĕ: «БПЛА атакăлассин хăрушлăхĕ пирки телефон çине килекен СМС-хыпар мĕне пĕлтерет?»
Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министерстви ку тĕлĕшпе çапла хурав парать: «Енчен те сирĕн мобильлĕ хушăм çине РСЧС-ран БПЛА атакăлас хăрушлăх пирки пĕлтерÿ килчĕ пулсан, вăл Чăваш Республикин чикки çывăхĕнче БПЛА пулма пултарассине пĕлтерет. Çавна май пĕтĕм служба хатĕрленÿ режимĕнче тăрать.
Çак хыпар Чăваш Республикине чăннипех те атакăланине пĕлтермест тата çынсен кулленхи йĕркеллĕ пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çине те витĕм кÿмест. Ун пек чухне çынсен пăшăрханса ÿкме кирлĕ мар. Чăваш Республикин Правительствин тата МЧС официаллă каналĕсенчи информацие пăхса тăмалла.
Енчен те чăннипех те хăрушлăх килсе тухсан регион тата муниципалитет пĕлтерÿ системине ĕçлеттерсе яраççĕ. Çакăн хыççăн мĕн тумаллине официаллă интернет ресурсра пĕлтереççĕ.
РСЧС вăл — Чрезвычайлă лару-тăру пирки асăрхаттарассин тата ликвидацилессин патшалăхăн пĕрлехи системи.
Сентябрь 2026 |
