Сывлăха çирĕплетме, тĕрĕслеттерме халĕ майсем çителĕклĕ. Сывлăх шайĕ вара ытларах çынран хăйĕнчен килет. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, тухтăрсем патне вăхăтра кайни – пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Июнĕн 27-мĕшĕнче Муркаш округ администрацийĕ умĕнчи лапамра мобильлĕ медпунктра халăх йышлăн пухăнчĕ, çакăнта муркашсем хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарчĕç. Çак ĕç Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Пĕр утăм сывлăх патне» проект шайĕнче иртрĕ. Тухтăрсем куç, юн пусăмне, юнри холестеринпа сахăр шайне тĕрĕслерĕç, кĕлетке йывăрăшне, çын çÿллĕшне, кĕлетке виçин индексне палăртрĕç. Кунта çынсемпе виçĕ терапевт ĕçлерĕ, ЭКГ, щит парĕн УЗИне тума тата ытти тĕрĕслев ирттерме май пулчĕ. Хĕрарăмсен тухтăрĕ те йышăну турĕ. Тухтăрсем çынсене кирлĕ сĕнÿсем пачĕç, сывлăх шкулĕ те иртрĕ.
– Регион пуçлăхĕн проекчĕ çынсене медицина патне çывăхарах тăвассишĕн ĕçлет. Кунта вĕсем валли пĕтĕм услови туса панă. Тухтăрсем тĕрĕсленĕ, анализсем тунă хыççăн, енчен те хушма тĕрĕслевсем тумалла пулсан, больницăна йышăнăва чĕнетпĕр.
Çак проект шайĕнче эпир Муркаш округ территорине пĕрремĕш хут тухрăмăр. Пĕтĕмпе вара кун пек йышăнăва 15 хутчен ирттерме, сентябрь çурриччен тухса çÿреме палăртнă. Кунта паян пирĕнпе волонтерсем те ĕçлеççĕ. Специалистсем сахал мар, медицина сестрисем те пĕрле, пирĕн коллектив пысăк. Пурте активлă. Кунти тĕрĕслев çынна регистрациленинчен пуçланать. Алла пĕчĕк кĕнеке паратпăр, унта – сывлăх картти, сĕнÿсем. Паян мĕн тĕрĕсленĕ, виçнĕ йăлтах çавăнта çыратпăр. Пĕтĕмлетсе каласан çакă çынсемшĕн питĕ меллĕ, – терĕ поликлиника ертÿçи Галина Федотова. «Çынсене хăйсен сывлăхне упрама, ăна тимлĕх уйăрма вĕрентĕпĕр. Проект витĕмĕпе çынсене çĕнĕ йышши медицина мĕнле ĕçленипе паллаштарăпăр, сывлăх сыхлавĕн мĕнпур ресурсĕпе усă курма хăнăхтарăпăр, кашнине хăйĕншĕн тата çывăх çыннишĕн эффективлă тăрăшма вĕрентĕпĕр», – çапла пĕлтерет Олег Николаев проект пирки хăйĕн телеграм-каналĕнче. Пĕтĕмпе вара 200 ытла çын йышăнăва килчĕ. Çак тĕрĕслев çынсемшĕн питĕ меллĕ пулчĕ. Йышăну иртен пуçласа 15 сехетчен ĕçлерĕ. Эпĕ те тĕрĕслевре пултăм, йышăну тĕплĕ иртрĕ. «Сывлăх патне пĕр утăм» проектшăн регион пуçлăхне Олег Николаева, кăмăллă та вырăнлă йышăнушăн Муркаш больницин тухтăрĕсене тав тăватăп, уйрăмах Алина Ефремова терапевта. Мобильлĕ пункт округ территорийĕнче пĕр кун кăна ĕçлемест. Йышăну июлĕн 1-мĕшĕнче Мăн Сĕнтĕрте пулчĕ, Кашмашра июлĕн 3-мĕшĕнче иртрĕ. Июлĕн 12-мĕшĕнче тухтăрсем çынсене Турайĕнче йышăнаççĕ. Малаллахи график пирки каярах пĕлтерĕç.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
