Сăн ÿкерчĕкре Ятманти Зоя Алексеевнăпа Альберт Федорович Романовсене куратăр. Вĕсемшĕн кăçалхи çул çемьен 55 çулхи юбилейĕпе асра юлĕ.Тивĕçлĕ канури педагогсем ĕç ĕмĕрне ачасене вĕрентес сферăна халалланă. Вĕсем шкулта та, килте те пĕрле ĕçленĕ, пĕр-пĕрне пулăшса пынă. Вĕрентÿ ĕçĕ вĕсене çывăхлатнă. Альберт Федорович çар служби хыççăн Чăваш педагогика институтне вĕренме кĕнĕ, учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Алла диплом илсен Очăкасси шкулĕнче ĕçлеме тытăннă, ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, учительте 36 çул тăрăшнă. Пултарулăхне кура ăна Раççей Çут ĕç министерствин тата Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене парса чысланă. Унăн мăшăрĕ Зоя Алексеевна та çав шкулта кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ. Вăл – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, пултарулăхне кура ăна «РСФСР халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ» кăкăр çине çакмалли паллăпа чысланă. Хисеплĕ мăшăр ывăлпа хĕр ÿстернĕ. Халĕ вара хăйсен çитĕнĕвĕсемпе 4 мăнукпа 4 кĕçĕн мăнукĕ савăнтараççĕ. Ку кăна-и? Епле пархатарлă ĕç пурнăçланă мăшăр ĕç ĕмĕрĕ тăршшĕпе. Мĕн чухлĕ ачана вĕрентсе пурнăç çине кăларнă вĕсем, хăйсен ачисене юратнă пек ăс парса пĕлÿ панă. Халĕ те ĕнерхи шкул ачисем хăйсен юратнă вĕрентекенĕсене тав тăваççĕ, ырă сăмахпа аса илеççĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Сентябрь 2026 |
