Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çемье пĕлтерĕшĕ пысăккине çапла палăртать: «Çемье вăл – сывлăхлă обществăпа хăватлă патшалăх никĕсĕ. Пире вăйлăрах тăвакан йăла-йĕрке, пахалăхпа юрату шăпах та çемьере никĕсленет». Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕ самай çамрăк уяв шутланать. Çак куна çветтуй Петрпа унăн Феврони мăшăрне халалласа ирттереççĕ. Вырăс православи чиркĕвĕ Петрпа Февроние мăшăрсене хÿтĕлесе тăракансем тесе палăртать. Çемье кунне Муромра – çветтуйсен хăвачĕсем упранакан вырăнта – 1990 çулсенче паллă тума тытăннă. 2008 çулта вара халăх уявне хула тулашĕнче пĕрремĕш хут ирттернĕ. Ăна çулсеренех июлĕн 8-мĕшĕнче уявлаççĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин уява официаллă палăртасси пирки 2022 çулхи июнĕн 28-мĕшĕнче йышăну тунă. Уявăн тĕп тĕллевĕ – çемье йăли-йĕркине упрама вĕрентесси, ачасемпе çамрăксене ку енĕпе ăс-хакăл воспитанийĕ парасси. Сăн ÿкерчĕкре Муркаш ялĕнче пурăнакан Людмила Прокопьевнăпа Георгий Максимович Пушкинсене куратăр. «Бриллиант» мăшăр – пысăк ятлă-сумлă. Ырă тĕслĕхри çынсем кăçал 60 çулхи юбилей уявне паллă турĕç. Çак çавра çула çирĕплетсе вĕсем Юбилярсен хисеплĕ кĕнекине алă пусса çирĕплетрĕç, пĕр-пĕрне саламласа ăшшăн çупăрларĕç. Çемье пуçĕ – Георгий Максимович хăйĕн ĕç ĕмĕрне «Передовик» хуçалăхра пуçланă. Ун хыççăн Муркашри «Автотехсервисра» водительте тата каменщикра ĕçленĕ. Кил-çурт вучахне упракан Людмила Прокопьевна та мăшăрĕ ĕçленĕ хуçалăхра тимленĕ, ĕнесенчен пысăк сăвăм илессишĕн тăрăшнă. Каярах вара Шупашкар хулинче, республика больницинче, санитаркăра ĕçленĕ. Ĕçне кура – хисепĕ. Мăшăр «Ĕç ветеранĕ» ят тата тĕрлĕ награда илме чыслă пулнă. Хисеплĕ мăшăр виçĕ ывăл ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă, вĕсене тивĕçлĕ пĕлÿ панă. Паянхи кун мăшăра пилĕк мăнукĕпе пĕр кĕçĕн мăнукĕ савăнтарать.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Сентябрь 2026 |
