«Ача-пăча сăн-питĕнче йăл кулă вылятăр»

Категория: Общество Опубликовано: 04.07.2025, 10:01 Просмотров: 144

Çапла калать тăватă ача амăшĕ Надежда Васильева. Сăн ÿкерчĕкре Отарккă ялĕнчи На­деждăпа Александр Васильевсен туслă çемй­ине куратăр. Çак хастар йыш чăваш халăхĕн çемье йăли-йĕркине упранине, пĕр-пĕриншĕн тăрăшнине тĕрлĕ ĕçпе çирĕплетме пулать. Нумай ачаллă çемье патшалăх хÿтлĕхĕнче. «Хальхи вăхăтра нумай ачаллă çемьесене патшалăх пысăк тим­лĕх уйăрать. Ку питĕ лайăх. Çемьесем валли пулăшу мелĕ тĕрлĕрен. Нумай ачаллă çемьесене тивĕçтерекен удостоверени пани те лайăх», – тет тăватă ача амăшĕ. Çемье пуçĕ Александр Вячеславович «самозанятый» шайĕнче регистрациленсе харпăр хăй ĕçне пуçарнă. Малашлăх ĕмĕчĕсем пысăк унăн. «Эпĕ хамăн ĕçе уçма патшалăх пулăшăвĕпе усă куртăм, чăн та, питĕ вырăнлă пулчĕ çакă. Тавах Чăваш Республикин Правительствине ял çыннисене, нумай ачаллă çемьесене пулăшнăшăн», – терĕ вăл. Надежда Владимировна вара Чăваш Республикин Ĕç министерствин Муркашри ĕçпе тивĕçтерекен центрăн карьера консультанчĕ пулса ĕçлет. Паллах, хĕрарăмăн тĕп тивĕçĕ – ача-пăча çуратса ÿстересси, воспитани парасси. Ку енĕпе вара ăна лайăх анне темелле. Ачасемпе вăл вăхăта нумай ирттерет. Тăватă ача амăшĕ çавăн пекех ал ĕç ăсти. Вăл ăсталакан алмаз тĕрри тата ытти ĕç çемьене пĕрлештерет, пĕр сĕтел тавра пухать. Çемье каçсерен тăтăшах пĕрле пул­ма тăрăшать. Ашшĕ-амăшĕ ачасене ĕçе юратма, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентет. Васильевсен ачисем Чуманкасси шкулĕнче вĕренеççĕ тата çакăнти ача садне çÿреççĕ. Ачасем хастар пул­ни курăнать, вĕсем ăсталăх конкурсĕсене, спорт ăмăртăвĕсене активлă хутшăнаççĕ. «Пирĕн кил-çуртăн пĕлтерĕшлĕ пуянлăхĕ вăл – пирĕн ачасен сăн-питĕнчи савăнăçлă кулли. Вĕсем телейлĕ пул­сан ашшĕ-амăшĕ те телейлĕ. Паллах, уяв сĕтелĕ е ахаль чухне те пĕр сĕтел хушшине пухăнни пире çывăхлатать. Кун пек чухне калаçмалли сахал мар, вăхăта савăк ирт­терме тăрăшатпăр.

Эпир – сывă пурнăç йĕркишĕн, спорта юрататпăр, пул­ла çÿреме кăмăллатпăр. Хĕлле вара эпир пĕрле сăртран çунашкапа ярăнатпăр. Пирĕн йыш пĕчĕкех мар, çавна май çуралнă кунсем те сахал мар. Çĕнĕ çул уявне вара кашниех чăтăмсăррăн кĕтет», – çапла каласа парать На­дежда Васильева. Хастар çынсем конкурссене хутшăнаççĕ. Вĕсем нума­ях пулмасть Чăваш Республикинчи ача-пăча библиотеки ирттернĕ «Чи нумай вулакан çемье» конкурса хутшăнчĕç. Çемье ячĕпе Тав çырăвĕ çитрĕ. Чăваш Республикин ĕç министрĕ А. Елизарова алă пуснă Тав çырăвĕ те Васильевсене самай хавхалантарчĕ. Вĕсем нумай ачаллă çемьесен республикăри спартакиа­дине хаваспах хутшăнчĕç. Округра иртнĕ «Эпĕ тата манăн анне» конкурсра Ва­сильевсем «Чи позитивлисем» номинацире çĕнтерчĕç. Çавăн пекех вĕсем иртнĕ çул округра Çемье, юратупа шанчăклăх кунне халалланă «Муркаш çĕрĕн сăпка юрри­сем» çемье фестивалĕнче «Нумай ачаллă çемье» номи­нацире мала тухрĕç. Вĕсем хутшăннă кун пек конкурссемпе ăмăртусене татах асăнма пулать, сахал мар вĕсем. Спортпа кану ĕçĕсем, конкурссемпе фестивальсем çемьене çывăхлатаççĕ, малашне татах та ăнăçлăрах пулма хавхалантараççĕ.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4