Кандидатсем вырăнти депутатсемпе тĕл пулчĕç

Категория: Общество Опубликовано: 04.07.2025, 09:43 Просмотров: 104

«Совет муниципальных образований» ассоциаци çитес суйлав кăçалхи чи пысăк пĕлтерĕшлĕ событи пулнине палăртать. Унран республика пуласлăхĕ нумай килет. Асăннă ассоциаци вырăнсене тухса, Чăваш Республикин Пуçлăхне суйлама тăратнă кандидатсемпе муниципалитет депутачĕсен тĕл пулăвĕсене йĕркелет.

Кун пек тĕл пулу июнĕн 30-мĕшĕнче Мур­каш округ администрацийĕн ларусен залĕнче иртрĕ. Уйрăм кандидатсем Муркаш, Етĕрне, Элĕк округĕсенчи депутатсен Пухăвĕсен депу­тачĕсемпе тĕл пулчĕç. Тĕл пулăва Владимир Савинов, Константин Степанов, Максим Моро­зов кандидатсем хутшăнчĕç.  Тĕл пулăва «Совет муниципальных образо­ваний» ассоциацин ĕç тăвакан директорĕ Алек­сандр Кузнецов ертсе пычĕ.  Кандидатсем хăйсен пурнăç çулĕпе, про­граммисемпе паллаштарчĕç, депутатсен ый­тăвĕсене хуравларĕç.  Кандидатсем вырăнти депутатсемпе тĕл пулни суйлав тапхăрĕнчи пĕлтерĕшлĕ самант шутланать. Мĕншĕн тесен вĕсен муниципали­тетсенчи 37 яхăн депутат ырланине тивĕçмел­ле. Çакă вĕсене суйлава хутшăнма май парать. Кун пирки «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суй­лавĕ çинчен» калакан саккунăн 29 статйинче каланă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6