Партисем ырланă кандидатсем паллă

Категория: Общество Опубликовано: 04.07.2025, 09:41 Просмотров: 116

Сентябрĕн 14-мĕшĕнче пирĕн регионта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ иртет.

Чăваш Республикинчи парламент партий­ĕсем регион пуçлăхне суйлама кандидатсем тăратас ĕçе вĕçленĕ.

Суйлава хутшăнма 5 кандидат сĕннĕ.

«Единая Россия», КПРФ, «Справедливая Россия» партисем паян ĕçлекен Чăваш Ре­спубликин Пуçлăхне Олег Николаева ырлани çинчен пĕлтернĕ. Вăл суйлава хутшăнма хăйне хăй кандидата тăратнă.   ЛДПР хăйĕн 64-мĕш конференцийĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депу­татне Константин Степанова кандидата сĕннĕ.  «Партия пенсионеров» партин регион уй­рăмĕн ертÿçине Владимир Ильина кандидата тăратнă.  «Новые люди» парти «Мариинско-Посад­ский маслозавод» генеральнăй директорне Максим Морозова кандидата тăратнă.  «Зеленые» парти регион уйрăмĕн председа­тельне Владимир Савинова кандидата сĕннĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6