«Чи лайăх салам. Самый лучший привет» кĕнеке пичетленчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 27.06.2025, 19:09 Просмотров: 52

Николай Ишентей çыравçăн ятне вулакансем лайăх пĕлеççĕ. Чăваш ача-пăча литературин аталанăвне вăл хывнă тÿпе вышкайсăр пысăк. Николай Петрович – тухăçлă ĕçлекен авторсенчен пĕри. Поэт, прозаик тата куçаруçă çанă тавăрсах сăвă-калав шăрçалать, вĕсене пичетлесех тăрать. Пĕлтĕр кăна Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Чĕвĕлпи. Щебетунья» сăвă пуххийĕ тухнăччĕ – кĕске вăхăтрах саланса та пĕтрĕ.

Нумаях пулмасть Николай Ишентейĕн черетлĕ кĕнеки – «Чи лайăх салам. Самый лучший привет» – кун çути курчĕ. Ăна кĕçĕн çулхи ачасем валли икĕ чĕлхепе хатĕрленĕ. Чăваш çыравçин юмахĕсене вырăсла Дмитрий Суслин куçарнă, калавне – Ольга Васильева. )нерçи – Екатерина Васильева, редакторĕ – Ольга Иванова. Тиражĕ – 1000 экземпляр. Хайлавсем калăпăшĕпе пысăках мар, анчах шухăшĕпе тарăн, сюжечĕпе интереслĕ. Вĕсен чĕлхи сăнарлă. Геройсем вулакансене ырă ĕç тума хавхалантараççĕ. Асамлă сăмахсен пĕлтерĕшне вара ĕçчен те тăрăшуллă, туслăха хаклакан ачасем кăна тупаяççĕ.

«Чи лайăх салам» юмах каппайчăк мулкачпа паллаштарать. Хĕвеле ăшшăн пăхнишĕн тав туса салам яракан пайтах. Кĕске хÿре вара хăйĕн ыр сунăмĕ пуринчен те лайăххи тесе шухăшлать, çакна ĕнентерме хăйне евĕрлĕ мел тупать... «Йĕкел» хайлав пурнăç хевти ăçта упраннине уçса парать. «Кун-çул парни – туслăхра» юмахри Анчав кушакпа Анçырт йытă пĕррехинче юр çинче илемлĕ кĕрĕк асăрхаççĕ. Чаплă тумтире юлташсенчен кашниех хăйне валли илесшĕн. Хайхи чĕрчунсем тавлашсах каяççĕ. Кĕрĕкĕн хуçи пач кĕтмен çĕртен тупăнать... «Ĕçчен Мумукпа Сивĕ Мучи» хайлава вуласа хресченĕн тавçăрулăхĕнчен тĕлĕнетпĕр. Мумук ятлă çын ĕçрен хăраман, анчах шартлама сивĕре кăмака çинчен анман. Вутти, шывĕ, апачĕ пĕтсе çитсен ирĕксĕрех килтен тухма тивнĕ. Тулĕк Сивĕ Мучи хăвăртах каялла хăваласа кĕртнĕ ăна. Выçă вилеймĕн-çке, мĕн тумалла? Майне шыраса тупнă маттур хресчен.

«Çĕнтерÿçĕсем» калавра хулара пурăнакан Петюкпа ун ялти аслашшĕн хутшăнăвĕ тĕпре. Арçын ача аслăшшĕ пек хастар, çаврăнăçуллă пуласшăн. Çавăнпах лашапа çÿреме вĕренес тĕллевпе спорт клубне çырăнать. Ырă пуçарусенче ачана ашшĕ хавхалантарса пырать. Ăрусен çыхăнăвне аван кăтартса панă автор. Николай Ишентейĕн хайлавĕсене вырăсла та ăста куçарнă. Çавна май вĕсемпе чăвашла пĕлмен вулакансем те паллашма пултараççĕ. Кĕнеке вулакансен кăмăлне каясса шанатпăр.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6