Чылай çул-йĕр юсарăмăр

Категория: Общество Опубликовано: 27.06.2025, 18:50 Просмотров: 57

Муркаш муниципалитет округĕнче çул тăвакансем тата юсакансем пĕр вырăнта тăманни савăнтаракан пулăм. Тăван енри экономика аталанăвĕшĕн те, социаллă пурнăçшăн та çул чи пĕлтерĕшли пулса тăнине пурте пĕлетпĕр. Ку енĕпе çивĕч ыйтусем те тăтăшах кун йĕркине тухаççĕ. Ăна халăх майлă татса парассишĕн влаç органĕсем те, çул-йĕр тăвакансем те çуллен чылай ĕç туса ирттереççĕ. Строительсем технологие пăхăнса сарнă тата юсанă çулсем йăлтах халăх хуçалăхне тĕреклетессипе, экономикăна аталантарассипе, ял çыннисем ыранхи куна шанса пурăнассипе çыхăннă. Çавăнпа та çул-йĕр хуçалăхĕнче конкретлă вăй хуракансем яланах тав сăмахне тивĕç. Çакăн пирки сăмах хускатрăмăр эпир муниципалитет округĕн тавралăха тирпейлес, территорие аталантарас управлени пуçлăхĕн çумĕпе – строительствăпа çул-йĕр, пурăнмалли коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕпе Валерий ФОМИНПА.

– Валерий Витальевич, çулсем округ аталанăвĕн тĕп артерийĕсем тени йăнăш пулмасть пуль?

– Пирĕн тăрăхра çул-йĕр тăвассипе, тунă çулсене пăхса тăрассипе, вĕсене вăхăтра юсассипе çĕршер çын вăй хурать. Вĕсем сивви-ăшшине, йĕпи-сапине пăхмасăр яланах ĕçре. Тăрăшулăхĕпе халăх пурнăçĕн хăтлăхне ÿстернине ăнланаççĕ те хăйсем яваплă пулса тăракан ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама тăрăшаççĕ. Вĕсем тимленипех ĕнтĕ çулсем пурнăç артерийĕсен пĕлтерĕшне çухатмаççĕ. Хамăр тăрăхри автоçулсенсечĕ предприяти-организацисемшĕн те, уйрăм çынсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлине уйрăммăн палăртса хăваратăп. Вăл пирĕн пĕчĕкех мар, çитменнине ĕç калăпăшĕ те çулсерен ÿссе пырать. Ăна пăхмасăрах çул ыйтăвĕ яланхиллех паян та нумай калаçтарать. Урăхла епле-ха! Йĕпе-сапаллă çанталăкра ялсенче асфальт сарман çулсем çинче автотранспортпа çÿреме епле хĕн пулни пирки калама та кирлĕ мар. Апла пулсан ял хуçалăхне е ытти ĕç-хĕле яллă вырăнсенче йĕркеллĕ аталантарма та йывăр. Кунпа пĕрлех шкул ачисене пĕлÿ тĕнчипе автобуссемпе кирлĕ пек илсе çÿреме те кансĕр, васкавлă пулăшу машинисем вырăна вăхăтра çитейменни, пушар сÿнтерекен машинăсем «хĕрлĕ автанпа» кĕрешме çывăха пырайманни кун йĕркинче çивĕч тăракан ыйтусем пулса тăраççĕ.

– Пĕлес килет, кăçал кĕске вăхăтра миçе çул çинче тата мĕн калăпăш юсав ĕçĕсем пурнăçлама пултартăр?

– Çул-йĕре пăхса тăракансем тăрăшнипе кăçал хальлĕхе 8 çул çинче 3900 тăваткал метр чухлĕ юсав ĕçĕсем пурнăçлама пултартăмăр. Çапла вара «Волга – Вурмой», «Шурча – Кашмаш», «Волга – Пĕрремĕш Май выççăлкки», «Ваçкасси – Купăрля», «Катăкуй – Турхан – Сарчак», «Муркаш – Турай – Сăр – Ойкасси», «Волга – Мулкачкасси», «Муркаш – Оринин – Чикме» автоçулсене çĕнĕ хăт кĕнине вĕсемпе çÿрекенсем асăрхарĕç ĕнтĕ. Çулсем тăвассипе тата юсассипе округра ĕçсем пур енлĕ пыраççĕ. Ыттисемпе пĕрлех ялсенчи общество пĕлтерĕшлĕ объектсем патне хытă сийлĕ çулсем çитерессипе те тĕллевлĕ ĕçлетпĕр. Асфальт сарнă, тирпейлĕ пăхса тăнă çулсем ял çыннин пурнăç культурине ÿстереççĕ. Çавăнпа та эсир хускатнă ыйтăва та эпир иккĕмĕш вырăна хăвармастпăр. Вăл малашне те тивĕçлĕ шайрах пулĕ. Эпир хамăр ĕçе çакна ăнланса йĕркелесе пыратпăр. Пĕтĕмĕшле илсен паянхи куна муниципалитет округĕнче çул-йĕре юсас ĕçе вĕçленĕ е ку ыйтупа ĕç пыракан объектсем 9 шутланаççĕ. Маларах асăннисем çумне «Катăкуй – Турхан – Сарчак» çул та кĕрет. Кашни çул çинче пыракан юсав ĕçĕсем малашлăхра тăван ене çĕнĕ хăт кĕртме пулăшасси пирки манăн паян пĕр иккĕленÿ те çук. Çапла пултăрччĕ те.

Анатолий БЕЛОВ калаçнă.

«Ял çĕнелет» проект Чăваш Ен Цифра министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6