Шыва кĕнĕ чух тимлĕ пулмалла

Категория: Общество Опубликовано: 27.06.2025, 18:30 Просмотров: 74

Ăшă çу кунĕсем çынсем пĕве-кÿлĕсенче массăллă шыва кĕрессипе çыхăннă. Çак тапхăра чăтăмсăр кĕтетпĕр пулин те, вăл кашни çынран пысăк тимлĕх ыйтни пирки никамăн та манма юрамасть. Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе, Чăваш Респуб ликин Министрсен Кабинечĕн йышăн ăвĕхушăвĕпе килĕшÿллĕн 2025 çулхи çуллахи шыва кĕмелли тапхăр çывхарнă май пирĕн муниципалитет округĕн администрацийĕ те 2025 çулхи шыва кĕмелли тапхăрта округра пĕвесемпе кÿлĕсенче шыва кĕнĕ вăхăтра çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çинчен маларахах йышăну кăларчĕ, хатĕрленÿ ĕçĕсен планне çирĕплетрĕ. Маларах каланине пурнăçласа иртнĕ кунсенче округри 14 плотинăпа пĕвене «Республикăри шыравпа çăлав служби» хысна учрежденийĕ водолазсене хутшăнтарса тĕрĕслев ирттернĕ. Пĕрлехи вăйпа ялсенче шыва кĕме пăхнă нумай вырăнсене катăк кĕленчесенчен, урана касса яма пултаракан тимĕрсенчен тата ытти ăпăр-тапăртан тасатнă. Халăх хушшинче шыва кĕнĕ чухне мĕнрен асăрханмалли пирки ăнлантару ĕçĕ пуçланă. Çывăх кунсенче территории пайĕсенчи шыва кĕмелли вырăнсенче асăрхаттару щичĕсем вырнаçтарса тухассине пăхса хăварнă. Пурте пĕр тĕллевлĕ пулсан шыв çинчи инкексен хисепĕ те пĕчĕкленĕ тесе шутлатăп.

Çу кунĕсем тата шыва кĕмелли вăхăт çитнĕ май çывăх вăхăтра территори пайĕсен пуçлăхĕсен вырăнсенче çак ĕçсене туса ирттермелле:

u çынсем массăллă шыва кĕнĕ вырăнсенче хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе профилактика стенчĕсем уçмалла;

u халăха шыва кĕме юраман вырăнсем çинчен массăллă информаци хатĕрĕсем урлă маларах пĕлтермелле;

u массăллă информаци хатĕрĕсемпе усă курса шыв çинчи хăрушсăрлăх правилисемпе тăтăшах ăнлантару калаçăвĕсем ирттермелле.

Июнь – август уйăхĕнче ачасен кану лагерĕсенче «Шыв çинчи хăрушсăрлăх уйăхĕ» ирттерни те округра пурăнакансен шыв çинчи пĕрлехи хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă. Асăрхаттарса калатăп, хальлĕхе шыва кĕмелли тапхăр пуçланчĕ кăна-ха, анчах çынсем, ачасем шыва путнă тĕслĕхсем республикăра пĕрре-иккĕ çеç мар. Манмалли çук, асăннă тапхăр пуринчен те пысăк тимлĕх ыйтать. Кунашкал инкексем шыва кĕмелли тапхăрта муниципалитет округĕн территорийĕнче ан пулччăр тесен пурин те тимлĕхе çÿллĕ шайра тытмалла, ачасене шыва кĕме пĕччен ямалла мар. Эрех ĕçсен шыва кĕни те инкекпе вĕçленессе пурин те асра тытмалла.

Справка. Шыва кĕмелли тапхăр çулленех инкексĕр иртмест. Иртнĕ çул шыва кĕнĕ чух муниципалитет округĕнче 6 çын шывра путса вилнĕ пулсан, кăçал кунашкал инкек пирĕн тăрăхра хальлĕхе пĕрре пулчĕ. Вăл та шыва кĕмелли тапхăрпа çыхăнман. Нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Ахмане пĕвинче 63 çулхи арçын пулла кайсан шыва путнă. Шыв яланах тимлĕх ыйтнине никамăн та манас марччĕ.

Виталий ГРИГОРЬЕВ, муниципалитет округĕн администрацийĕн ГО ЧС, мобилизаци тата ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6