Ултавçăсем çывăрмаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 27.06.2025, 18:25 Просмотров: 32

Пурнăç улшăннă май обществăри йĕркене пăсакансем те хăйсен «ĕçне» çĕнетсех пыраççĕ. Çапла вара паян халăхра ултавçăсем пирки тĕрлĕ сас-хура çÿрет. Компьютерпа тата кĕсье телефонĕпе çаврăнăçуллă çынсем кĕтмен-туман çĕртенех граждансен кĕсйинчен пиншер тенкĕ çеç мар, миллионшар тенкĕ укçа кăларса илме пултараççĕ. Çак йĕркелĕхе сыхлассипе эпир паян çине тăрсах ĕçлетпĕр. Анчах пĕччен-иккĕн ĕçленипе çеç кунти лару-тăрăва ырă енне улăштарма çăмăл мар. Ултавçăсен ĕçне вăхăтра çăварлăхласси йĕркене çирĕп пăхăнса пурăнакан граждансем тимлĕ пулнипе çыхăннине те палăртса хăваратăп. Çÿлерех каланине паян пĕр тĕслĕхпе çирĕплететĕп. Пирĕн округра пурăнакан М. гражданин уйăх ытларах каялла «Моргаушский» полици уйрăмне «Патшалăх услугисем» порталта палламан çын унăн аккаунтне уçни пирки хыпар çитерчĕ. Вăл хăйĕнпе пулса тухнă иккĕленÿллĕ лару-тăрупа пире тĕплĕн паллаштарса йĕрке хуралçисенчен пулăшу ыйтрĕ. Уйăх ытларах каялла пулнă тĕслĕхре гражданин пирĕн патăмăра вăхăтра килнипе ултав ĕçĕ епле йĕркеленсе пыни çийĕнчех çиеле тухрĕ. Ултавлă лару-тăру çапла йĕркеленсе пынă: ирхи 8 сехет иртсен М. гражданин телефонĕ çине ют номертен шăнкăрав пулать. Кĕске калаçура шăнкăравлакан хĕрарăм кăмăллă сасăпа хăй камне тата мĕн ыйтупа шăнкăравланине каласа парать. Унăн сĕнĕвĕ – ял çыннине электросчетчик улăштарма пулăшасси. Телефонпа калаçнă вăхăтра экранăн аялти сылтăм кĕтессинче хăйĕн сăнне курсан М. гражданин сисчĕвленет те çийĕнчех калаçăва вĕçлет, телефона сÿнтерет. Кăшт вăхăт иртсен унăн «Патшалăх услугисем» порталти хăйĕн кабинетĕнче иккĕленÿллĕ ĕç пулни пирки телефон çине хыпар çитет. Арçын кунта йĕркеллĕ пулманнине сиссе телефона сÿнтерет, çийĕнчех хăйĕн прависене хÿтĕлеме ыйтса «Моргаушский» полици уйрăмĕпе çыхăнать. Вăхăтлă туса ирттернĕ ĕçсем гражданинăн укçи-тенки çухалассине чараççĕ. Каласа хăвармалла. Çакнашкал е урăхларах çул-йĕрпе вăрăсем «Патшалăх услугисем» порталта уйрăм çынсен харпăр хăй кабинетне уçма тăрăшни час-часах пулать. Кăçал кăна эпир ун пек тĕслĕхсене 20 регистрацилерĕмĕр (пĕлтĕр 19 тĕслĕх пулнăччĕ). Граждансем вăхăтлă пĕлтернипе йĕркене пăснă 3 тĕслĕхе çийĕнчех уçса пама пултартăмăр. Ан манăр, хăвăрпа телефон урлă çыхăн ак ансене нимĕнле документ номерĕ те пама юрамасть. Кунпа пĕрлех телефонпа «Это ты на фото?» тенĕ пĕлтерÿсене те уçмалла мар. Ăна уçсан ултавçăсем сирĕн телефон çине сиенлĕ программăсем вырнаçтараççĕ те вĕсемпе усă курса ют çĕрте сирĕн ятпа урăх симкарттăсем илеççĕ, çĕнĕ номерсем уçаççĕ. Ку вара хăвăр сисмесĕрех сирĕн укçа-тенкĕне вăрласси патне илсе çитерет. Çакăн пек преступленипе кĕрешессине эпĕ пĕрлехи ĕç тесе шутлатăп. Хаçат вулакансем çÿле рех каланă ансат йĕркесене пăхăнсан, вăхăтлă асăрх ансан, ултавçăсен çулĕ хупăнасси пирки иккĕле нÿ çук. Кун пек чухне пирĕн граждансем те хăйсене лăпкăнрах тытма пуçлĕç тесе шутлатăп. Çÿлерех каланинчен хăтăлмалли тĕп çул вăл – «Патшалăх услугисем» порталти харпăр хăйĕн кабинетĕнче «Самозапрет» Программа вырнаçтарасси. Çакă сире ултавçăсенчен асăрханма пулăшасса шанатăп.

Вениамин МАКСИМОВ, Раççей Федерацийĕн «Моргаушский» ОМВД пуçлăхĕн заместителĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6