Сăн ÿкерчĕкре Кив Матьăк ялĕнчи Галина Петровнăпа Геннадий Николаевич Николаевсене куратăр. Вĕсем хăйсен ылтăн туйне паллă турĕç. Хисеплĕ мăшăра çак ятпа Йÿçкасси пуххинче ЗАГС пайĕн, территори пайĕн ĕçченĕсем тата ыттисем саламларĕç. Николаевсем 50 çул пĕрле пурăннине юбилярсен хисеплĕ кĕнекине алă пусса çирĕплетсе хăварчĕç. Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов мăшăра Тав çырăвĕпе асăнмалăх парне парса чысларĕ. Николаевсен ячĕпе ăшă сăмах нумай пулчĕ çак кун.
Юбилей маларах иртрĕ пулин те, вĕсемпе кĕскен паллаштаратăп. Турă çырнă мăшăрах темелле пулĕ вĕсене. Шăпах та алă çул каялла Хуртан варта иртнĕ Йÿçкасси пуххинче хĕрпе каччă пĕр-пĕрне килĕштернине туйса илнĕ. «Ун чухне пухăра çын нумайччĕ, юрă-кĕвĕ чун-чĕрене çĕклетчĕ, кăмăл-туйăм савăкчĕ. Манма пулать-и-ха çак саманта?» – çапла калать мăшăр иртнĕ вăхăта аса илсе. Унтанпа акă сумлă алă çул çитсе иртрĕ, пĕр-пĕрин хушшинчи ăнланупа килĕшÿ, юрату туйăмĕ вара çамрăк чухнехи пекех çирĕп-ха. Çемье телейĕ мĕнре пулнипе кăсăклансан, пĕр-пĕрне çул панинче тесе хуравлаççĕ вĕсем. Ĕç çулĕсенче Галина Петровна 20 çул Йÿçкассинчи комплекслă йышăну пунктĕнче ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва Йÿçкассинчи врач офисĕнче сестра-хозяйка ĕçĕнче тăрăшса тухнă. Унта 23 çул ытла вăй хунă. Геннадий Николаевич Байконурта службăра тăнă хыççăн вырăнти «Ударник» хуçалăха водительте ĕçлеме вырнаçнă. Каярах мăшăрĕ ĕçлекен врач офисĕнче водительте тăрăшнă. Вĕсем иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» ят тивĕçнĕ. Хыçра – юбилярсен анлă çул. Вĕсем вырăнти территори пурнăçне, район аталанăвне тÿпе хывнă, ку таранччен тĕрлĕ ĕçре нумай тăрăшнă, çитĕнÿсем тунă. Мăшăр тăватă ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Халĕ вĕсене ултă мăнук савăнтарать. Аслисен канаш-сĕнĕвĕ çамрăксемшĕн яланах вырăнлă. Тивĕçлĕ канури юбилярсем ĕçсĕр пачах та пурăнмаççĕ, хуçалăх таврашĕнче ĕç çителĕклĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
