Кашни ыйту çине хурав параççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 27.06.2025, 10:54 Просмотров: 65

Ятарлă çар операцине хутшăннă кашни салтака тата вĕсен çывăх çыннисене тимлĕх уйăрмалла. Кашни СВО участникĕ, унăн çемйи кирлĕ пулăшăва тивĕçмелле.

Çак тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Шаг в мирную жизнь» проект пуçарчĕ. Унăн виçинче кашни муниципалитет округне «Пулăшу десанчĕ» тухать. Пĕрремĕш «Пулăшу десантне» – июнĕн 22-мĕшĕнче – Муркаш округĕ йышăнчĕ. Проект пуçарнин тĕллевĕсем пирки Ĕç тата социаллă пулăшу министрĕ Алена Елизарова, Муркаш округ пуçлăхĕ Алексей Матросов каласа пачĕç. Раççей Геройĕ Евгений Борисов патшалăх салтаксене, вĕсен çемйисене пулăшнине лайăх хак пачĕ:

– Эпир хамăр тивĕçе туллин пурнăçлăпăр, – терĕ пирĕн паттăр ентеш. Евгений Борисов хăй те ятарлă çар операцине хутшăнать. Катăкуйĕнчи Галина Александрова шыв кĕртме пулăшасса шанать. Вăл каланă тăрăх, унăн ывăлĕ те, кĕрÿшĕ те ятарлă çар операцине хутшăнать иккен. Çатракассинчи Раиса Любимова çурт-йĕре юсама пулăшу ыйтать. Унăн ывăлĕ ятарлă çар операцине хутшăнать. Çывăх çыннисем çухалнă пирки килнисем те пур. Алена Елизарова министр кашни ыйтăва шута илессине, кашнин çине хурав парассине каларĕ. Пирĕн ентешсем ятарлă çар операцийĕнче паттăррăн çапăçаççĕ. Вĕсенчен кашни тыл вĕсемпе пĕрле пулнине туйса тăма тивĕç. Çавăн пекех салтаксене мирлĕ пурнăçа таврăнма та пулăшмалла.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6