Тыр-пул ÿстерет

Категория: Общество Опубликовано: 27.06.2025, 10:51 Просмотров: 40

Пур професси те лайăх, кăмăла кура суйла, тетчĕç пире ача чухне. Кам вĕрентекен ĕçне суйлать е хăшĕ тухтăр пулас ĕмĕтлĕ. Сăн ÿкерчĕкри Инна Егорова вара мĕн ачаранах тыр-пул ÿстерекен пулма ĕмĕтленнĕ. Унăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Халĕ вăл «Куснар» хуçалăхра тĕп агрономра тăрăшать, çитĕнÿсем тăвать.

Çак кунсенче Куславкка округĕнчи «Энеж» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн базинче пĕтĕм Раççейри «Профессире чи лайăххи» професси ăсталăх конкурсĕн регион тапхăрĕ иртрĕ. Унта хутшăнакан йышлăн пулчĕ. Муркашсем те пултарулăх кăтартрĕç. «Куснар» агрофирма» акционерлă обществăн тĕп агрономĕ Инна Егорова çак конкурсăн «Агроном» номинацийĕнче пысăк ăсталăхпа палăрчĕ. Унăн пултарулăхне сумлă жюри членĕсем иккĕмĕш вырăн парса хакларĕç.

– Кирек епле конкурс та вăл — пăлхану, тупăшу. Манашăн та çапла пулчĕ, апла пулин те çухалса каймарăм. Манăн ăсталăха жюри хакламасăр хăвармарĕ. Чăн та чунтанах тăрăшрăм эпĕ, мĕн вĕреннине аса илтĕм, куллен ĕçленине кăтартма пултартăм. Конкурсра мала тухма ĕмĕтленнĕ пулин те, çапла пуласса шансах кайманччĕ. Конкурс мана питĕ килĕшрĕ, хама валли çĕннине чылай пĕлтĕм. Манăн ăсталăх та ыттисемшĕн вырăнлă пуласса шанатăп. Унта эпĕ пĕрремĕш хут хутшăнтăм, кун пек мероприятисем ытларах пулсан лайăхрах. Чылайлăха асра юлĕ маншăн çак тупăшу, аса илмелли сахал мар. Пирĕн уй-хирсем вĕсен уй-хирĕнчен мĕнпе улшăнса тăнине, мĕнле препаратсемпе, вăрлăхсемпе ĕçленине куртăмăр. Çирĕп аталанакан хуçалăхсен çĕнĕ технологине те вĕренмелли пур пирĕн, — çапла каласа пачĕ Инна Егорова.

Пысăк çитĕнÿ тунă ятпа тĕп агронома саламлатпăр, малашне татах та пысăкрах çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6