Хастарлăхĕ пысăк

Категория: Общество Опубликовано: 27.06.2025, 10:48 Просмотров: 68

Муркаш округĕнче хастар çамрăксем сахал мар. Вĕсем тĕрлĕ отрасльте вăй хураççĕ. Ял хуçалăхĕнче, промышленноçра тимлеççĕ. Культурăпа социаллă сферăра, медицинăпа вĕренÿ ĕçĕнче тимлекенсем йышлă.

Сăн ÿкерчĕкре округри хастар çамрăка – Ольга Илугинăна куратăр. Вăл Муркаш муниципалитет округĕнчи 5 номерлĕ «Рябинушка» ача садĕнче 2017 çултанпа ĕçлет. Учрежденин хуçалăх пайĕн ертÿçинче тăрăшнă. Халĕ ăна пысăк ответлă ĕç шанса панă, ача сачĕн ертÿçин тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлать. 2021 çулта вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Кăçал вара çак хавхаланăва иккĕмĕш хут илме чыслă пулчĕ. Çавăн пекех маларах вăл район шайĕнчи стипендиат та пулнăччĕ. Хастар ĕçчен округ, республика, регионсем хушшинчи тата Раççей шайĕнчи конкурссене активлă хутшăнать, тĕрлĕ мероприятире пултарулăх кăтартать. Маларах вара «Молодая Гвардия Единой России» пĕтĕм Раççей обществăлла организацийĕн регион уйрăмĕн активлă пайташĕ пулнă. Ĕçне кура – хисепĕ. Ольга Илугина округ администрацийĕн вĕренÿ пайĕн, округ пуçлăхĕн Тав çырăвне, Хисеп хутне тата ытти чыслава тивĕçнĕ. Вăл мăшăрĕпе виçĕ ача ÿстерет.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6