Республика 105 çул тултарнине анлăн уявларĕ

Категория: Общество Опубликовано: 27.06.2025, 10:39 Просмотров: 67

Чăваш Республики 105 çул тултарнине анлăн уявларăмăр. Концертсемпе спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç, ярмарккăсемпе выставкăсем ĕçлерĕç, çĕнĕ производствăсем хута ятăмăр. Çапла уяв кашни муниципалитетра иртрĕ. Шупашкарта ăна анлăрах паллă турĕç.

Шупашкарти Хĕрлĕ лапамри уявăн тĕп сцени çинчен республика çыннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков, Алла Салаева, Дмитрий Певцов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий саламларĕç.

– Паян Чăваш Республики 105 çул тултарчĕ. Эпĕ республикăри кашни çынна пĕрле тата килĕштерсе ĕçленĕшĕн тав тăватăп. Эпир тунă çитĕнÿсемпе ÿсĕмсем пĕрле вăй хунипе пулнă, – терĕ республика ертÿçи. Республика кунĕ çирĕпленнĕ тата çĕнĕрен çуралакан йăла-йĕркесен виçинче иртрĕ. Уяв çĕнĕ культура историйĕпе пуянланчĕ – Раççейĕн хальхи кĕвĕ карттипе паллаштарчĕç. Çĕршыври композиторсем хăйсен регионĕ çинчен калакан «музыка карточкисем» йĕркеленĕ. Фестиваль пирĕн республикăра старт илчĕ. Чăваш Республикипе Дмитрий Тетель композитор паллаштарчĕ. Çĕнĕ увертюра никĕсĕнче – «Ташши, ташши», «Вĕç-вĕç, куккук» тата «Алран кайми аки-сухи» халăх кĕввисем. Республика 33-мĕш хут Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Родники России» фестивальне йышăнчĕ. Унта 200 яхăн ташăпа юрă коллективĕ хутшăнчĕ. Пирĕн округри Турайри Культура çуртĕнче Удмурт Республикинчи «Тугоко» фольклор коллективĕ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Ал ĕç ăстисен «Русь мастеровая. Ремесленный край» конкурсĕ республикăра 23-мĕш хут иртрĕ. Унта 17 регионти 47 ăста хутшăнчĕ. Хĕрлĕ лапамри тĕп сцена çинче Ача-пăча пултарулăхĕн 7-мĕш фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Конкурс 8 номинацире иртрĕ, финала 30 лауреат тухрĕ. Унтан Хĕрлĕ лапамра Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ пуçланчĕ. Вăл 13-мĕш хут иртрĕ. Кунта Пушкăртстан, Тутарстан, Пенза, Самара, Ульяновск облаçĕсенчи, Санкт-Петербургпа Мускаври чăвашсем хутшăнчĕç. Çĕнĕ Шупашкар хулинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокĕшĕн юланутçăсен ăмăртăвĕсем пулчĕç. 2 млн тенкĕне выляса иллессишĕн 39 çын юланутпа старта тухрĕ. Ильсур Галимзянов тытса пынă Архангел Лок юланут çĕнтерчĕ. Регионсем хушшинчи «Я – женщина» конкурс 5-мĕш хут иртрĕ. Кăçал унта 2187 хĕрарăм хутшăнчĕ. Уяв Раççейри паллă юрăç Татьяна Куртукова «Матушка», «Русская зима», «У истока, у реки» юрăсене шăрантарнипе вĕçленчĕ.

Уяв кунĕсенче Шупашкарта хулапа паллаштаракан экскурсисем, юханшыв портĕнче кĕвĕ тата наци ташшисен каçĕсем иртрĕç. Кăçал Республика кунне Етĕрне округĕнче те анлăн паллă турĕç. Кунта Олег Николаев сĕннĕ «Шаг к здоровью» проект пуçланчĕ. Çапла тухтăрсем халăх хушшине тухрĕç, кунтах çынсем сывлăхĕсене тĕрĕслеттерме пултараççĕ. «Молодежь на Суре» форума 200 яхăнçамрăк хутшăнчĕ. Ял тăрăхĕсене аталантарас ыйтăва сÿтсе яврĕç. Олег Николаев яшсемпе хĕрсен сĕнĕвĕсене шута илме шантарчĕ.

Кунта муниципалитет депутачĕсен «Халăх депутачĕ» форумĕ ĕçлерĕ. Вырăнти ыйтусене татса парас опыта тишкерчĕç. Етĕрнере хăмла музейне уçрĕç. Олег Николаев ятарлă çар операцине хутшăнакансене тав туса Раççей Геройне Евгений Борисова спутник çыхăнăвĕн системине парнелерĕ. Кунта «Позитив» юлташлăхăн теплица комплексне хута ячĕç. Пурăна киле 4 гектар йышăнакан лаптăкра 70 çын ĕçлĕ. «Ядринмолоко» предприятире сĕте картон курупкасене тултаракан линие вăя кĕртрĕç. Туллин ĕçлесе кайсан кунта сехетре 4,5 тонна сĕте тирпейлеме пуçлĕç. Етĕрнере культура программи те пуян пулчĕ. Ача-пăча валли те тĕрлĕ мероприяти йĕркелерĕç. «Сурская уха» фестиваль хăнасене пулă шÿрпипе сăйларĕ. «Земля спорта» марафонта муркашсем те ăмăртрĕç. Кĕрешÿ, футбол, туризм ăмăртăвĕсем те ăнăçлă иртрĕç.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6