Тăван республика 105 çул тултарнине уявлама муркашсем те хутшăнчĕç. Уйрăмах ку енĕпе культура ĕçченĕсем хастар пулчĕç. Вĕсем хăйсен пултарулăхне Шупашкарпа Етĕрне округĕнче пурăнакансене кăтартрĕç.
Шупашкарти Хĕрлĕ лапамри тĕп сцена çинче «Черчен чечексем» ача-пăча фестивалĕ иртрĕ. Унта Катькас Культура çурчĕн солисчĕ Станислав Ильин хутшăнчĕ, пĕрремĕш степеньлĕ лауреат пулса тăчĕ. Вăл «Эпир чăваш пуласшăн» юрра шăрантарчĕ. Хыççăн кунта Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ пуçланчĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ уява пирĕн «Расна» ансамбль «Тăван патĕнче хăнара», «Шупашкар», «Уйăх çутинче» номерĕсемпе илем кÿчĕ. Етĕрне тăрăхĕнче халăх пултарулăхĕн «Манăн Чăваш Ен» фестивалĕ иртрĕ. Унта «Муркаш» фольклор ансамблĕ хутшăнчĕ. Вăл куракансене «Хăнара» сюитăпа паллаштарчĕ.
Август 2026 |
