Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев сĕннипе уяв кунĕсенче «Шаг к здоровью» проект пуçланчĕ.
«Сывлăх пункчĕсемпе» куçса çÿрекен ФАПсем 14 муниципалитет округĕнчи 15 лаптăкра ĕçлерĕç. Çынсем юн пусăмне, сахăрпа холестерина тĕрĕслеме пултарчĕç. ЭКГ, флюорографи, маммографи турĕç. Терапевтсем, специалистсем, сывă пурнăç йĕркин эксперчĕсем сĕнÿсем пачĕç. Тухтăрсем сывлăха малалла тĕрĕслеме тивĕçлĕ çынсене направлени пачĕç. Пирĕн округра ку проект паян старт илет. Муркашсене «Сывлăх» спорт шкулĕ умĕнчи лапамра кĕтеççĕ.
Август 2026 |
