Чăваш Республикинчи пекех пирĕн муниципалитет округĕнче те пĕрлехи информаци кунне ирттерсе умра тăракан ыйтусене вырăнти халăхпа, округ ертÿçисемпе, республика представителĕсемпе сÿтсе явасси ырă йăлана кĕчĕ. Çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче информаци кунне ирттерекенсем малтанах граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе округ администрацийĕнче йышăнчĕç, халăха хумхантаракан ыйтусене конкретлă хуравсем пачĕç. Тĕл пулăва пынисен ыйтăвĕсем тĕпрен илсен ялти çĕр хутшăнăвĕсем, автоçул хĕррисем йывăç тĕмсемпе картланса ларни, ăна пула тискер чĕрчунсем çул çине ăнсăртран тухнипе инкексем пулни, ятарлă çар операцине хутшăнакансен социаллă пулăшăвĕсем пирки пулчĕç. ЧР Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕпе Сергей Павловпа Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Федотов кашнинех конкретлă хуравсем пачĕç. Ку хутĕнче информаци ушкăнĕ Юнкă территори пайĕнче пулчĕ. Халăхпа ирттернĕ тĕл пулура Алексей Матросов округăн юлашки 5 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Çак тапхăрта округра 90 км ытла çул-йĕр юсанă тата реконструкциленĕ, 7 ФАП тата 7 врач амбулаторийĕ, 19 культура учрежденине юсанă е çĕнĕрен тунă, ача сачĕпе икĕ шкул тĕпрен юсанă. Округ аталанăвĕ çине ырă витĕм кÿрекен ĕçсене татах тăсма пулать. Тĕл пулура Юнкă территори пайĕн пуçлăхĕ Сергей Самуков вырăнти аталану ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Александр Федотов çак тапхăрта пирĕн округра çĕнĕ обьектсем хута кайни пирки, ыйтусем татах пурри пирки каласа пачĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртме активлă та пуçаруллă пулмаллине аса илтерчĕ. «Ĕçлекен пĕр вырăнта тăмасть», – терĕ Александр Иванович. «Газпром газораспределение Чебоксары» АО Муркашри филиалăн директорĕ Сергей Попов çут çанталăк газĕпе усă курнă чух асăрхануллă пулмалли пирки каласа пачĕ. Информаци ушкăнĕ ял çыннисен ыйтăвĕсене те хуравларĕ. Вĕсем «Юнкă-Муркаш» автобус маршручĕ уçасси пирки тата ялта час-час электричество сÿнтернипе интересленни пулчĕç.
А. Петров.
Август 2026 |
