Республика кунне паллă тăватпăр

Категория: Общество Опубликовано: 20.06.2025, 18:25 Просмотров: 61

Кăçал Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 105 çул çитет. Уява анлăн уявласси пирки Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев каланă. Республика кунĕн тĕп мероприятийĕсем кăçал Шупашкарта тата етĕрне округĕнче иртеççĕ. Программăра: Шупашкарти XV экономика форумĕ, Пĕтĕм Раççейри халăх пул тарулăхĕн ХХХIII «Родники России» фестивалĕ, Пĕтĕм Раççейри ал ĕç ăстисен ХХIII «Русь мастеровая» конкурсĕ, Пĕтĕм чăвашсен ХIII акатуйĕ Чăваш Ен тата регионсем хушшинчи «Я – женщина» конкурс.

Июнĕн 23 – 24-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри ал ĕç ăстисен ХХIII «Русь мастеровая. Ремесленный край» конкурс К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх академи драма театрĕ çывăхĕнчи лаптăкра иртет. Конкурса Раççейри 18 регионти чи лайăх 51 ăста хутшăнать. Вăл июнĕн 23-мĕшĕнче 10 сехетре уçăлать. Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн ХХХIII «Родники России» фестивалĕ июнĕн 23 – 24-мĕшĕсенче Шупашкар хулинчи лаптăксенче иртет. Вăл июнĕн 23-мĕшĕнче 19 сехетре уçăлать. Июнĕн 24-мĕшĕнче 14 сехетре гала-концертпа ача-пăча пултарулăхĕн VII «Черчен чечексем» фестивалĕ уçăлать. Кунта ачасемпе çамрăксен коллективĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Шупашкарти патшалăх оперăпа балет театрĕнче регионсем хушшинчи V «Я – женщина» конкурс 15 сехетре уçăлать. Кăçал ку конкурса хутшăнакансем питĕ йышлă, пĕтĕмпе 2187 заявка панă. Хĕрарăмсем 15 номинацире ăмăртаççĕ. Июнĕн 24-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Хĕрлĕ лапамра Пĕтĕм чăвашсен ХIII акатуйĕ иртет. Вăл 16 сехетре пуçланать. Республика кунĕн тĕп мероприятийĕсем шутĕнче – Раççейĕн паянхи музыка карттипе паллаштарасси тата Чăваш Ен регион фестивальне старт парасси. Çавăн пекех уяв программинче: рег ионсем хушшинчи «ача-пăча акатуйӗ», çар искусствин «Битва на Волге» фес тивалĕ, «Яркое лето Чувашии» проект виçинчи мероприятисем, Чăваш ен Пуçлăхĕн кубокĕшĕн лашасемпе чупса ăмăртасси тата ыттисем. Июнĕн 23 – 24-мĕшĕсенче Етĕрне округĕнче çак мероприятисем иртеççĕ: çамрăксен «Молодежь на Суре» форумĕ, чăваш наци кĕрешÿ турнирĕ, «Земля спорта» марафонăн республика тапхăрĕ, «Волжская уха» фестиваль, «Родники России» фестивалĕн участикĕсен Тата чăваш эстрада артисчĕсен концерчĕ. Республика кунне халалланă мероприятисем çу каçипех пулаççĕ.

ЧР Пуçлăхĕн администрацийĕн пресс-служби пĕлтернинчен.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6