Çĕнĕ ача сачĕ тата çĕнĕ поликлиника

Категория: Общество Опубликовано: 20.06.2025, 18:19 Просмотров: 62

Республика правительствин председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов тунтикун Муркаш округĕнче пулчĕ. Вăл округ пуçлăхĕпе алексей Матросовпа икĕ объекта çитсе курчĕ. Пĕрремĕшĕ – Муркаш район тĕп больницин çĕнĕ поликлиники. Кунта çĕр ĕçĕсем пуçланнă ĕнтĕ. Ăна «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн шайĕнче тăваççĕ. Çĕнĕ поликлиникăна хута яни ял çыннисене медицина пулăшăвĕ парас ĕçе палăрмаллах лайăхлатмалла. Кунта сменăра 150 çынна йышăнма палăртаççĕ. Иккĕмĕшĕ – Москакассинчи ача сачĕ. Муркашра ĕçсем пуçланаççĕ çеç-ха, кунта вара вĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Паян пÿлĕмсене тирпейлес енĕпе тимлеççĕ. Котельнăй вырнаçтармалли тата территорие хăтлăх кĕртмелли юлнă. Ку объект «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçланать. Асăннă объектсене хута яни ял çыннисен пурнăçне лайăхлатма май парать. Çапла майпа медицина пулăшăвĕ парасси çĕнĕ шая хăпарĕ. Кĕçĕн çулхи ачасене воспитани парас ĕç анлăланĕ. Ача садне те, çĕнĕ поликлиникăна та «ГлавИнвестСтрой» общество тăвать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6