Ятарлă çар операцине хутшăннă кашни салтака тата вĕсен çывăх çыннисене тимлĕх уйăрмалла. кашни СВО участникĕ, унăн çемйи кирлĕ пулăшăва тивĕçмелле. Çак тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Шаг в мирную жизнь» проект пуçарчĕ. Унăн виçинче кашни муниципалитет округне «Пулăшу десанчĕ» ушкăн тухать. Çак ушкăнта пысăк квалификациллĕ юристсем, социаллă служба, ĕçпе тивĕçтерекен центр, муниципалитет тата «Защитники Отечества» фонд сотрудникĕсем. Вĕсем ĕçе вырнаçас енĕпе консультацисем параççĕ, документсем хатĕрлеме пулăшаççĕ. Юридиципе социаллă пулăшупа тивĕçтереççĕ. Пĕрремĕш «Пулăшу десантне» июнĕн 22-мĕшĕнче Муркаш округĕ йышăнать. СВО участникĕсене, вĕсен çемйисен членĕсене округ администрацийĕн çуртĕнче вĕренÿ пайĕн методика пÿлĕмĕнче (1-мĕш хутра) кĕтеççĕ. Пулăшу ушкăнĕ 15 сехетрен пуçласа 19 сехетчен йышăнать.
Август 2026 |
