Каникул кунĕсенче те салтаксене пулăшаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 20.06.2025, 18:15 Просмотров: 86

Чуманкасси шкулĕнче вĕренекенсем каникул кунĕсенче те ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшма манмаççĕ. Халĕ вĕсем тăрăшсах маскировка сеткисем çыхаççĕ. «Моргаушцы – ZА Победу!» ушкăн ертÿçи Андрей Троицкий çак кунсенче шкул ачисемпе тĕл пулчĕ. Вăл вĕренекенсене сетка çыхмалли вăрттăнлăхсемпе паллаштарчĕ. Ачасем вара тăрăшуллă вĕренекенсем пулнине ĕçпе çирĕплетрĕç. Пĕр кун хушшинче пĕр сетка çыхса пĕтерчĕç те теприне пуçларĕç. Сеткăпа пĕрле парса яма салтаксем патне çырусем çырчĕç. Сетка çыхма йывăр мар, анчах нумай тăрăшмалла. Çак сеткăсемпе усă курса пирĕн салтаксем тăшманран çар техникине, хĕç-пăшала, инженери хатĕрĕсене пытараççĕ. Салтаксем тăракан вырăнсене те вĕсемпе витеççĕ. Куратпăр ĕнтĕ, питĕ кирлĕ япала. Сетка çыхакан кашни ача вăл салтаксен пурнăçне упрама май панине ăнланать, çавăнпа тăрăшса ĕçлет.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6