Сире Чӑваш Ен кунӗпе тата Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 105 ҫул ҫитнӗ ятпа чун-чӗререн саламлатӑп!
Чӑваш Ен – пирӗн пӗрлехи килӗмӗр, унта хӑйӗн халӑхӗн йӑли-йӗркине хисеплекен тата расна тӗне ӗненекен тӗрлӗ наци ҫынни пурӑнать. Эпир республикӑри халӑхсен культурипе тата йӑли-йӗркипе тивӗҫлипе мӑнаҫланатпӑр. Пирӗн патӑмӑрта ӗҫе, тараватлӑха, чыса тата ырӑ кӑмӑллӑха пысӑка хурса хакланипе мухтанатпӑр – ҫав паха енсен витӗмӗпе эпир, тӗрлӗ чӗлхепе пӗрлӗхлӗ халӑх пулса мӑн асаттемӗрсем ӗмӗтленнӗ ырлӑхлӑ, тӗрӗслӗхлӗ тата чечекленекен Чӑваш Ен пуласлӑхӗшӗн малалла ӗҫлетпӗр. Унта кашниех хӑйӗн ӗмӗт-шухӑшне пурнӑҫлама пултарӗ, ачамӑрсем тӑван ҫӗре чунтан юратса ӳссе ҫитӗнӗҫ, аслӑ ӑру вара тивӗҫлӗн тата хисеп курса пурӑнӗ. Хамӑр ҫуралса ӳснӗ Чӑваш ҫӗрӗнче яланах тӑнӑҫлӑ та телейлӗ пурнӑҫ пултӑр. Пирӗнтен кашниех ҫакна асра тыттӑр: Чӑваш Ен ҫынни пулса тӑрасси – чун туртни. Унпа пӗрлех ҫакӑ пысӑк туйӑмлӑ юрату та, тӑван ҫӗрпе пирӗн хушӑмӑрти пархатарлӑ ӑс-хакӑл ҫыхӑнӑвӗ те.
Уяв ячӗпе, хаклӑ туссем, юратнӑ Чӑваш Ен!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Август 2026 |
