Пĕр хутченхи тÿлев

Категория: Общество Опубликовано: 11.06.2025, 08:59 Просмотров: 126

Чăваш Енте пурăнакан çемьесем амăш капиталĕпе усă курнинчен юлнă укçан юлашки пайне илме пултараççĕ, енчен те сертификатри укçа калăпăшĕ 10 пин тенкĕрен иртмест пулсан. Ку çĕнĕлĕх иртнĕ çулхи сентябрĕнчен пуçланнă. Çулталăк пуçланнăранпа амăш капиталĕнчен юлнă укçапа 149 çемье усă курма пултарнă. Унпа ача миçе çула çитнине тата çемье тупăшне пăхмасăр Раççей Федерацийĕн Социаллă фончĕн Чăваш Енти уйрăмĕ пĕр хутченхи тÿлевпе тивĕçтерет. Унпа кирек епле ĕç валли те усă курма юрать. Ăна тивĕçес тесен заявление патшалăх услугисен порталĕ урлă е социаллă фондăн клиент службинче, МФЦра пама пулать. Çемьесене укçа парасси пирки йышăнăва 10 кун хушшинче тăваççĕ, 5 кун хушшинче банк счечĕ çине куçарса параççĕ.

РФ Социаллă фондăн Чăваш Енти уйрăмĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6