Компенсаципе тивĕçтереççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 11.06.2025, 08:57 Просмотров: 120

Раççей Федерацийĕ çирĕплетнĕ нормăпа килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕршĕн тÿленишĕн тата коммуналлă услугăсемшĕн тăкакланнишĕн уйрăм категорири граждансене компенсаци параççĕ. Май уйăхĕнче çак компенсаци валли 90826 çын тĕлĕшпе 49,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Январьмай уйăхĕсенче кун пек пулăшупа 296 миллион тенкĕлĕх усă курнă. Çакă планпа пăхнин 47 проценчĕпе танлашать. 2025 çул валли хăш-пĕр категорири граждансене асăннă пулăшупа тивĕçтерме республика бюджетĕнчен 630,8 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Январь – май уйăхĕсенче пĕр çын пуçне тивекен вăтам тÿлев 647 тенкĕпе танлашнă. Пулăшу мелĕпе усă курас пулсан патшалăх тата муниципалитет услугисен пĕрлехи порталĕ урлă заявлени çырмалла, çавăн пекех пурăннă вырăнти МФЦна, Чăваш Енĕн Ĕç министерствин социаллă пулăшу мелĕсемпе тивĕçтерекен центра заявленипе тухма пулать. Пурăнмалли çурт-йĕршĕн тÿленишĕн тата коммуналлă услугăсемшĕн тăкакланнишĕн компенсаципе Чăваш Ен Ĕç министерствин «Центр предоставления мер социальной поддержки» хысна учрежденийĕ тивĕçтерет.

Чăваш Республикин Ĕç министерстви.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6