Паян пурин те пĕрле пулмалла

Категория: Общество Опубликовано: 11.06.2025, 08:37 Просмотров: 145

Пирĕн истори страницисене паян çамрăк ăру хăйĕн паттăрлăхĕпе малалла çырать. Вĕсем ашшĕсемпе аслашшĕсен ятне çÿлте тытса Украинăри ятарлă çар операцийĕнче кунсерен паттăрлăх кăтартаççĕ. Раççей чĕнсен вĕсенчен нихăшĕ те тылри ăшă вырăнта пытанса юлмарĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен тата ытти хирĕç-тăруран çĕршыв интересĕсене хÿтĕлесе киле таса-сывă таврăннисем мирлĕ пурнăç хакĕ пирки каласа панине, салтаксемпе офицерсен паттăрлăхне уйрăм тĕслĕхсемпе çирĕплетнине вĕсенчен кашниех астăвать ĕнтĕ. Паян вĕсем çав паттăрлăх çулне малалла тăсакансем пулса тăчĕç.

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем хушшинче муркашсем те сахаллăн мар. Мирлĕ вăхăтра çар тивĕçне пурнăçланисем тата Тăван çĕршыва юратакансем Çĕршыв-анне умне хăрушлăх тухсан алла хĕç-пăшал тытрĕç. Вĕсем хушшинче – маларах вăхăтра Муркашри 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕнче ĕçленĕ Алексей Иванов пушарнăйпа Иван Кочанов водитель тата пушар чаçĕн Шомикри уйрăм постĕнче службăра тăнă пушар машинин водителĕ Вениамин Ефимов. Пушар хуралĕнче кашниех хăйĕн умне лартнă задачисене вăхăтра та ăнăçлă пурнăçланипе палăрнă. Çĕршыв умне йывăрлăх тухса тăрсан та çак арçынсем пĕр çын пек пулса ятарлă çар операцине тухса кайрĕç. Отпуска килсен вĕсене каш- нинех пушар чаçĕнче курма пулать. Черетлĕ отпускра пулнă май нумаях пулмасть пушарнăйсем патĕнче 328-мĕш полк салтакĕ Алексей Иванов (хушма ячĕ «Чăваш») пулчĕ. Алексей Иванов пушар чаçĕн ĕçĕпе, тăван округри лару-тăрупа паллашрĕ. Тĕл пулупа усă курса вут-çулăмпа кĕрешекенсем хăйсен унчченхи ĕçтешне ултă огнетушитель парса ячĕç.

– Тавах сире юлташсем, – терĕ черетлĕ караулти пушарнăйсене фронтра пĕлтерĕшлĕ шутланакан парнешĕн тав туса Алексей Иванов.

– Артиллери персе тăнă вăхăтра хамăр таврари йывăçсем çулăм тыткăнне лексен тата вĕсем çунса хамăр çине ÿкесрен асăрханма огнетушительсем питех те пĕлтерĕшлĕ шутланаççĕ. Пĕр йывăç çунма пуçлани хамăра хупăрласатăракан вăрманшăн та, пирĕн позицисемшĕн те пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Çулăм çутинче вара тăшман пирĕн позицисене те лайăхрах асăрхать. Çавăнпа та пушарпа кĕрешекен юлташăмăрсене хамăр енчен, пирĕнпе службăра тăракансен ячĕпе пысăк тав сăмахĕ калатăп. Сирĕн пулăшу та тăшмана хăвăртрах çăварлăхлама пулăшасса шанатпăр. Сире хăвăра та «хĕрлĕ автан» сахалрахканăçсăрлантартăр. Унпа кĕрешме тухсан эсир те асăрхануллă пулăр. Эпир кашниех Раççейĕн ыранхи кунĕшĕн кирлĕ, – терĕ 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕнче службăра тăракансенчен огнетушительсем илнĕ май нумай пулмасть пушар хуралĕнче пĕрле вăй хунă ентеш.

– Ятарлă операци пынă май нумай япалана кунсерен вĕренсе пыратпăр, салтаксем хушшинчи туслăх та тăтăш çирĕпленсе пы- рать. Пирĕн взводри салтаксенчен нумайăшĕ службăра пĕрремĕш кун мар ĕнтĕ. Хальтерех пирĕн йыша кĕрекенсене вара фронтри пурнăçа хăнăхтарса пыратпăр. Кунта салтаксем хушшинчи туслăх, пĕр-пĕрне пулăшасси малти вырăнта, – терĕ пирĕнтен уйрăлнă май хамăр ентеш. Çĕнтерĕве çывхартма паян пирĕн пурин те пĕрле пулмалла.

Анатолий БЕЛОВ

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6