Муркаш округĕн хисеплĕ çыннисем!

Категория: Общество Опубликовано: 11.06.2025, 08:25 Просмотров: 131

Сире пурне те Раççей кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. 1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан декларацине йышăннăранпа 35 çул çитрĕ. РФ Президенчĕн 1994 çулхи Указĕпе килĕшÿллĕн çак куна патшалăх кунĕ тесе паллă тăватпăр. Çак хушăра пирĕн пурнăç тĕпренех çĕнелсе улшăнчĕ. Йывăрлăхсем те сахал мар пулчĕç. Пурте пĕр тĕллевлĕн ĕçленипе вĕсене çĕнтерсе, ума лартнă задачăсене пĕрин хыççăн теприне пурнăçласа пыратпăр. Пирĕн халăх чунĕпе çирĕппине, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пĕлнине истори страницисем те çирĕплетсе параççĕ. Эпир аслă ăру çыннисенчен тĕслĕх илсе, тăван Муркаш ен вăйлăрах та çирĕпрех пултăр тесе хамăртан килнине йăлтах тăватпăр. Малалла та пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнасчĕ, тăван Муркаш тăрăхĕн аталанăвĕшĕн çине тăрса ĕçлесчĕ. Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кун-çул, ĕçре ăнăçу сунатпăр.

Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей Матросов.

Депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн председателĕ Александр Иванов.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6