127 инвестици проекчĕ пурнăçланать

Категория: Общество Опубликовано: 11.06.2025, 08:19 Просмотров: 87

Çĕршыв аталанăвĕпе тан пырса ял çынни ыранхи кунпа пурăнать, хăйĕн пурнăçне тата ял хуçалăхне тăтăшах ырă улшăнусем кĕртет. Юлашки вăхăтра пирĕн муниципалитет округĕнчи çĕр ĕçченĕ те, чылай çĕнĕлĕхе çул парса, аталантарса пыма тăрăшнине куратпăр. Пуçаруллă çынсем патшалăх программисемпе анлă усă курса ял хуçалăх ĕçĕсен тĕрлĕ енне курăмлă аталантараççĕ: пĕрисем тырă-пулă туса илеççĕ, иккĕмĕшсем – выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, виççĕмĕшсем пахча çимĕç туса илессипе тата кайăк-кĕшĕк ĕрчетессипе ăнăçлă тăрăшаççĕ. Тăван ен аталанăвне лайăхлатассине суйласа илнисем хăйсенчен ырă ят хăварма тăрăшнине мухтамалла çеç. Çакна валли патшалăх енчен те паян пулăшу çителĕклĕ. 2025 çулта Чăваш Республикинче 127 инвестици проектне пурнăçа кĕртме пăхаççĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 7,8 млрд тенкĕ. Çак тĕллев çĕнĕрен 347 ĕç вырăнĕ йĕркелеме май памалла. Инвестицисен тĕп пайĕ, конкретлăрах каласан, 6,9 млрд тенкĕ, ял хуçалăхĕнче 108 производство объекчĕ тума тата реконструкцилеме пулăшмалла. Татах тепĕр 909 млн тенкĕ апат-çимĕç тата продукци тирпейлекен промышленноçа аталантарма кайĕ. Кунта 19 проект реализацилеме пăхнă.

– Палăртнă инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртни ял хуçалăх продукцийĕн калăпăшне ÿстерме пулăшнипе пĕрлех унăн пахалăхне те малалла утăмлама пулăшмалла тесе шутлатпăр. Çак çулпа кайни пирĕн продукцин конкурентлăхне ÿстерессе те шанатпăр. Кунпа пĕрлех палăртнине пурнăçа кĕртни çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшмалла, регионти экономикăпа социаллă лару-тăрăва лайăхлатма май памалла, – тенĕ Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Волкова. 2025 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне 470 млн тенкĕлĕх 4 инвестици проектне реализациленĕ те ĕнтĕ. Ăна пурнăçлани хамăр регионта 45 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçма пулăшнă. Çапла вара Çĕрпÿри муниципалитет округĕнчи «ВДС» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра сехетре 1500 пуç чăх пусса тирпейлемелли цех туса пĕтернĕ (75 млн тенкĕлĕх). «Куснар» агрофирма» акционерлă обществăра сумалли 424 ĕне тăмалăх сĕт ферми хута янă. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ — 370 млнm тенкĕ. Элĕк муниципалитет округĕнчи Ульянов ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче 300 тонна тырă упрамалли ангар ĕçе кĕртнĕ. Унăн хакĕ – 5 млн тенкĕ. Патăрьел округĕнчи «Авангард» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра 20 млн тенкĕлĕх кÿлĕ туса пĕтернĕ. Чăваш хресченĕсем мĕн тунипе çеç лăпланса лармаççĕ. Паян 15 инвестици проекчĕпе ĕçсем вĕçленсе (70 – 80 процент) пыраççĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 1,1 млрд тенкĕ. Вĕсенчен чи пысăкраххи «Красное Сормово» чикĕллĕ яваплăхлă обществăри 1800 пуç сумалли ĕне вырнаçтармалли комплекс. Унăн хакĕ – 863 млн тенкĕ. Çĕнĕ комплексра 8 ĕç вырăнĕ пулмалла. Çавăн пекех паян «Чебомилк» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра ял хуçалăх продукцине упрамалли тата тирпейлемелли цех тăвассипе ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Çĕнĕ цехăн хакĕ 80 млн тенкĕпе танлашать. Унта çĕнĕрен 10 ĕç вырăнĕ пулмалла.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6