Муркаш райповĕн «Фиеста» кафе заведующийĕ Олеся Соловьева регионти конкурсран дипломпа таврăнчĕ. Пĕтĕм Раççейри професси ăсталăхĕн «Профессире чи лайăххи» конкурсри «Повар» номинацире вăл ăсталăхпа палăрчĕ.
Регион шайĕнчи конкурс икĕ тапхăрпа иртрĕ. Унта хутшăнакансем тестсене хуравларĕç, хыççăн автор апат-çимĕçĕ хатĕрлерĕç.
- Çакăн йышши конкурссене хутшăнни - лайăх опыт, коллегăсенчен çĕннине вĕренме май парать, - каласа парать Олеся Соловьева.
Август 2026 |
