Акатуй июнĕн 12-мĕшĕнче Лантăш вăрманĕн уçланкинче иртет.
Уяв «Килĕр, туссем, уява!» кĕвĕпе хореографи композицийĕпе пуçланать. Акатуйне чаплă лару-тăрура 11 сехетре уçаççĕ. Пухăннисене округ пуçлăхĕ, республика ертÿлĕхĕн пайташĕсем саламлаççĕ. Тăрăшса ĕçленисене чысласси уяв программинче тĕп вырăн йышăнать. Ĕç династийĕсене парнесем параççĕ. Нумай ачаллă çемьесене чысласси - ырă йăлара. Унтан муркашсене хăнасем уяв ячĕпе саламлаççĕ.
Концерт программи 12 сехет те 30 минутра пуçланать. Малтан пĕрлештернĕ хор юрлать. Унтан художество пултарулăх коллективĕсем, ачасемпе çамрăксен ушкăнĕсем хăйсен ташши-юррипе савăнтараççĕ. Уявра ача-пăчана та кичем пулмĕ. Вĕсене карусельсем, аттракционсем, вăйăсем кĕтеççĕ. Спорта юратакансен - уйрăм программа. Яланхи пекех волейбол турнирĕ иртет. Пăт пуканĕ çĕклессипе, турник çинче туртăнассипе, армспортра, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, бокспа çĕнтерÿçĕсене палăртаççĕ. «Ял картишĕ» хăнасене хапăлласа йышăнать. Кунта территори пайĕсен пурнăçĕпе паллаштараççĕ.
Акатуйĕнче тĕл пуличчен!
Август 2026 |
