СВО ветеранĕсен - çĕнĕ проект

Категория: Общество Опубликовано: 11.06.2025, 08:09 Просмотров: 137

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче пĕлтернĕ тăрăх, ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсем валли «СВОи в бизнесе» çĕнĕ проект хута каять. Çак проект ветерансене харпăр хăй ĕçне пуçарма тата аталантарма пулăшĕ.

Июль уйăхĕн малтанхи кунĕсенче «Мой бизнес» центрта ку тĕлĕшри вĕренÿ программи пуçланать. СВО ветеранĕсем унта хăйсене мĕн кирлине йăлтах тупма пултараççĕ: вĕренÿ, юридиципе бухгалтери консультацийĕ, çавăн пекех ПСБ банкран ятарлă услови. Пысăк ăсталăх пухнă специалистсем ертсе пынипе ветерансем пуçаруран тытăнса ĕçе пурнăçа кĕртичченхи тапхăра пĕрле тишкерĕç, çак çула вĕсем пĕрле утса тухĕç. Ку проект - ятарлă çар операцийĕнчен таврăннисене пулăшмалли çар çыннисен социаллă адаптацийĕн масштаблă программинчи тепĕр пысăк утăмĕ. Тĕп тĕллев - Тăван çĕршывăн кашни хÿтĕлевçине май пур таран хăвăртрах мирлĕ пурнăçа таврăнма пулăшасси, лидер пулса ыттисене хавхалантарса пырасси.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6