Раççей Президенчĕ Владимир Путин декабрĕн 14-мĕшĕнче çулталăка пĕтĕмлетет. Мероприяти пĕрлештернĕ тÿрĕ линипе пĕтĕмлетÿ пресс-конференцийĕн мелĕпе иртет. Кун пирки журналистсене патшалăх пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков пĕлтернĕ.
«Декабрĕн 14-мĕшĕнче Владимир Путин çулталăка пĕтĕмлетет. Ку вăл программа пулать, ку вăл унчченхи пекех телевидени каналĕсен проекчĕ. Çакă вăл президентăн тÿрĕ линийĕпе пĕтĕмлетÿ пресс-конференцийĕн пĕрлештернĕ формачĕ пулать», - тенĕ Д. Песков.
Кун пек форматпа пĕрремĕш хут кăна мар усă кураççĕ ĕнтĕ, 2020 çулта та ăна çапла ирттернĕ. Ун чухне икĕ меропритине те унчченхи пек ирттерме пандеми чăрмантарнă.
Мероприяти мĕн вăхăт тăсăласси пирки ыйтăва хуравланă май, Кремль представителĕ çапла каланă: «Владимир Путин ирттерекен пысăк пресс-конференцин те, тÿрĕ линин те маларах палăртса хунă çирĕп хронометраж çук. Ку вăл яланах вăрăма пыракан тулли пĕлтерĕшлĕ уйрăм йышши мероприяти».
Сентябрь 2026 |
