Ĕçлĕ çул çÿревре - Муркаш районĕнче

Категория: Актуально Опубликовано: 13.08.2022, 16:36 Просмотров: 444

IMG 7055

Августăн 13-мĕшĕнче пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулчĕ. Республика ертÿçи ял хуçалăх министрĕпе Сергей Артамоновпа пĕрле Катькас ял тăрăхĕнчи Кораккассинче вырнаçнă «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче пулчĕ, кунти ĕçсемпе паллашрĕ. Тĕл пулăва Муркаш район пуçлăхĕ - депутатсен район Пухăвĕн председателĕ Игорь Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов та хутшăнчĕç.

«Моргаушская» чăх-чĕп фабрики паян - районти малашлăхлă, тăнăç аталанакан предприятисенчен пĕри. Пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ республикăри «Агро-100» клуб членĕ пулса тăракан предприятие районта тата республикăра кăна мар, республика тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Кунта туса илекен пахалăхлă продукцие çынсем кирек ăçта та хапăл тусах туянаççĕ.

«Птицефабрика «Моргаушская» акционерсен уçă обществине 2012 çултанпа Владимир Малов ертсе пырать. Ертÿçĕ каласа панă тăрăх, 1968 çулта йĕркеленнĕ предприятире паян чăх çăмарти чи пысăк категориллине, суйланине, пĕрремĕшпе иккĕмĕш тата виççĕмĕш категориллисене, вăл шутра диетика çăмарти те туса илеççĕ. Предприятирех чăх ашĕ тата фарш, çавăн пекех çăмарта порошокĕ те туса кăлараççĕ. Вĕсем те пысăк пахалăхлисем.

Хальхи вăхăтра Раççейре чăх çăмарти, чăх ашĕ туса илекен предприятисем сахал мар. Апла пулин те продукци пахалăхне тĕпе хуни, çынсемшĕн тăрăшни, партнерла çирĕп хутшăнусем йĕркелени паянхи çăмăл мар вăхăтра та предпрятите ура çинче çирĕп тăма, аталану çулĕпе малаллах пыма май парать.

Фабрикăра çак вăхăта тĕрлĕ квалификаци шайĕнчи 176 çын вăй хурать. Çуллен производство калапăшне ÿстерсе пыма тăрăшаççĕ. Юлашки 10 çулта кăна кунта продукци илессине 3 хут ÿсрме пултарнă. Пĕлтĕр çăмара илессине 135 млн штука çитернĕ. Кăçал вара кăтартăва 200 млн штука çитерме тĕллев лартаççĕ.

IMG 7090

Инвестицисене явăçтармасăр, кивĕ производство линийĕсене юсаса реконструкци туса пымасăр, çĕнĕ объектсем хута ямасăр малалла кайма май çук. Акă 2021 çулта кăна чăх-чĕп фабрикинче 100 пин пуç чăх вырнаçмалăх 2 производство цехĕ ĕçе кĕртрнĕ.

Хатĕр продукцин çĕнĕ складне те иртнĕ çул хута яма май килнĕ. Лаптăкĕ 1800 тăваткал метр. Складра çăмарта йышăнаççĕ, сортласа упаковкăлаççĕ, тиесе ăсатаççĕ.

Чăх-чĕп валли апат хатĕрлемелли çĕнĕ машина туянса ĕçе кĕртнĕ. Сехетре 12 тонна таран апат хатĕрлеме пултарать. Паянхи куна кун пек машинăсем апат хатĕрлемелли цехра 2 ĕçлеççĕ.

IMG 7117

Апат усрамалли 2 ангар хута янă. Вĕсене апат 8 пин тонна таран вырнаçать. Кунпа пĕрлех 500 тонна вырнаçмалăх стеллажсемлĕ тепĕр ангар та ĕçе кĕртме май килнĕ. Цехсенче апат валаçмелли 3 машина хута янă: иккĕшне - 2021 çулта , пĕрне - кăçал.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев производство цехĕсенче пулса курчĕ, юлашки вăхăтра хута янă çĕнĕ производство линийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, предприятире тăрăшакансемпе тĕл пулчĕ, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. «Хальхи вăхăтра пирĕн умра республикăра пурăнакансене хамăр туса илекен продукципех туллин тивĕçтерес задача тăрать. Çавăнпа та çакăн пек малăшлăха пăхса ĕçлекен предприятисем çине пысăк шанăç хуратпăр», - тесе палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4