Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, цифра эфир телевиденийĕ çине куçассин ыйтăвĕсемпе кăçалхи мартăн 4-мĕшĕнчен тытăнса республикăра «хĕрÿ лини» ĕçлеме тытăнать. Консультацие 8(8352) 26-11-11 номер çине шăнкăравласа илме пулать.
Специалистсем цифра эфир телевиденийĕн передачисене йышăнма мĕнле приставка, антенна, кабель туянмалли, ăçта туянма май пурри, камсен социаллă пулăшупа усă курма май пурри пирки ăнлантарса парĕç, ытти ыйту çине те хуравлĕç.
«Хĕрÿ линипе» шăнкăравланă май, волонтерсене киле чĕнсе илме заявка та пама пулать. Ятарласа вĕрентнĕ çынсем приемникпа приставкăна майлаштарса парĕç. Волонтерсем кашни районтах пур.
Апрелĕн 14-мĕшĕччен «хĕрÿ лини» специалисчĕсем шăнкăравсене ĕç кунĕсенче 9 сехетрен тытăнса 18 сехетчен йышăнаççĕ.
Апрелĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен пĕтĕмпех цифра телевиденийĕ çине куçать. Вăл кун федерацин 20 телеканалĕн аналог передатчикĕсене ĕçлеме чараççĕ.
Апрелĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса 28-мĕшĕччен «хĕрÿ лини» çине ĕç кунĕсенче кăна мар, шăматкун та шăнкăравлама май пулать. Шăнкăравсене 8 сехетрен тытăнса 20 сехетчен йышăнаççĕ.
Апрелĕн 29-мĕшĕнчен тытăнса июнĕн 2-мĕшĕччен шăнкăравсене ĕç кунĕсенче 9 сехетрен тытăнса 18 сехетчен йышăнма пуçлаççĕ.
#цифровоетелевидение #смотрицифру
Август 2026 |
