Президент кандидачĕсемшĕн алă пустараççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 22.01.2018, 10:23 Просмотров: 814

DSC00065Раççей Президентне суйлас кампани вăй илсех пырать. Кăрлачăн 12-мĕшĕнче политика партийĕсем хăйсен кандидачĕсемшĕн  документсем тăратас вăхăт тухрĕ. Хăйсем тĕллĕн суйлава хутшăнма кăмăл тунисем документсене тăратасси 5 кун маларах - кăрлачăн 7-мĕшĕнче - вĕçленчĕ.

Раççей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх паянхи куна 14 политика партийĕн представителĕсене регистрациленĕ. Виçĕ партие съездсем ирттерес йĕркене пăснăшăн регистрацилеме хирĕçленĕ. Пĕр кандидат суйлава хутшăнма хăй килĕшменнине пĕлтернĕ. Татах тепĕр тăватă парти докуменчĕсене пăхса тухас ĕç пырать.

Политика партийĕсен кандидачĕсен суйлавçăсем хăйсене шаннине пĕлтерсе 100 пинрен кая мар çынна алă пустарса çирĕплетмелле. Алă пустарнине пухасран парламент партийĕсен представителĕсене - Владимир Жириновские (ЛДПР) тата Павел Грудинина (КПРФ) - хăтарнă. Вĕсене Раççей Президенчĕн кандидачĕсем тесе регистрациленĕ те ĕнтĕ. Аса илтеретпĕр, "Справедливая Россия" тата "Единая Россия" партисем хăйсен кандидачĕсене тăратман, вĕсем паянхи президент хăй тĕллĕн суйлава хутшăнма кăмăл тунине ырланă.

Суйлава хăйсем тĕллĕн хутшăнма кăмăл тунисен вара хăйсене шанакан 300 пин суйлавçă алă пуснине пуçтармалла. Раççей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссине 46 çын хăйсем тĕллĕн суйлава хутшăнма кăмăл тунине пĕлтернĕ. Вĕсенчен 15 кандидачĕ çеç документсем тăратнă. Владимир Путин тата Владимир Михайлов хăйсене регистрациленĕ хыççăн ятарлă счетсем те уçнă.

Алă пустарассипе суйлава хутшăнакансем пурте ĕçлеççĕ. Чăваш Республикинче ку енпе Ксения Собчакăн, Григорий Явлинскийăн, Владимир Путинăн представителĕсем ĕçлеççĕ. Ытти кандидатсен представителĕсен активлăхĕ сисĕнсех каймасть.

Паянхи Президентшăн Владимир Путиншăн алă пустарасси уйрăмах активлă пырать. Иртнĕ вырсарникун "Единая Россия" парти алă пуснине пуçтарассипе пĕрлехи кун ирттернĕ. Волонтерсем Путин кандидатуришĕн алă пустарассипе стационарлă пунктсенче ĕçленипе пĕрлех хваттерсене те çитеççĕ. Вĕсен ĕçĕ пирĕн районта та палăрать. Владимир Путин кандидатăн штабĕ пĕлтернĕ тăрăх, республикăра 200 пин ытла çынна алă пустарнă та ĕнтĕ. Уйрăмах тирпейлĕ пуçтарнисене Раççей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссине кирлĕ чухлĕ тăратĕç.

Алă пустарасси кăрлачăн 30-мĕшĕччен пырать.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6