Владимир Путин пĕчĕк тупăшлисене пулăшать

Категория: Общество Опубликовано: 22.01.2018, 10:12 Просмотров: 752

Путин"Паллă ĕнтĕ, пирĕн малашне те пурăнма кирлĕ минимумран сахалрах тупăшлă çынсен шутне чакарассипе, чухăнлăха пĕчĕклетессипе çине тăрса ĕçлес пулать. Унсăрăн çакă вăл пирĕн общество тăнăçлăхĕпе пĕрлĕхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать", - палăртнă президент "Единая Россия" партин 17-мĕш съездĕнче тухса калаçнă май.

Владимир Путин калани вара пуш сăмах çаптарни мар.  Иртнĕ çулпа кăçалхи çĕнĕ çул чиккинче Раççей Президенчĕ алă пуснă саккунсем Раççей çыннисен чылай пайĕн социаллă лару-тăрăвне самай лайăхлатаççĕ. Вĕсенчен уйрăмах пĕлтерĕшлисене тишкерер-ха.

 

1. Ĕç укçин чи пĕчĕк виçи ÿсрĕ.

Ĕç укçин чи пĕчĕк виçи 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 9489 тенкĕне çити ÿсрĕ. Ку вăл ĕçлекен çынсен пурăнма кирлĕ минимумĕн 85 проценчĕпе танлашать. Ÿсĕм 20 процент ытла (7800 тенкĕрен 9489 тенкĕне çити).

Çынсемшĕн çакă мĕне пĕлтерет-ха;

Ĕç укçин чи пĕчĕк виçи ÿснĕ май çынсен ĕç укçи те хăпарать. Уйăхри ĕç укçин виçи чи пĕчĕк виçерен каярах пулма пултараймасть. Çавăнпа та çакă чи малтанах ĕç укçи виçи 9489 тенкĕрен каярах пулнисемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.

Ĕç укçин чи пĕчĕк виçи ÿснĕ май 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çынна вăхăтлăх ĕçлейменшĕн, çие юлнипе тата ача çуратнăшăн паракан пособи виçи те ÿсет. Кунсăр пуçне çакă обязательнăй медицина страхованийĕн ытти енĕсене те пырса тивет. Хĕрарăмсене çие юлнипе тата ача çуратнăшăн паракан стандартлă (140 кун) пособин чи пĕчĕк виçи 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 43675 тенкĕпе танлашать (2017 çулта - 35901 тенкĕ).

Ачана пĕр çулталăк çурăна çитиччен пăхса пурăннăшăн уйăхсерен тÿлекен пособи 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 3796 тенкĕпе танлашать (2017 çулта - 3066 тенкĕ).

 

2. Ача амăшĕн капиталĕн программине тăснă.

Федерацин ача амăшĕн капиталĕн программине 2021 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăснă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн çемьери лару-тăрăва кура икĕ ачаллă çемьесене ача амăшĕн капиталĕ шучĕпе уйăхсерен 8910 тенкĕ тÿлесе тăма ирĕк панă. Кунсăр пуçне укçа-тенкĕне ачана садике çÿретнĕшĕн тÿлеме, тĕрĕсрех каласан, икĕ уйăхран тытăнса ачана пăхса усрама уйăрма та пулать.

Программа пурнăçа кĕнĕренпе - 2007 çултанпа - ача амăшĕн капиталĕн сертификатне Чăваш Енри 80 пин ытла çемье тивĕç пулнă, пĕтĕмĕшле 20 млрд ытла тенкĕпе усă курнă. Вăл шутра 2017 çулта 5,7 пин çемье 2,7 млрд тенкĕне тивĕçнĕ. Ача амăшĕн капиталĕн виçи 453 пин тенкĕпе танлашать.

Федераци капиталĕпе пĕрлех республикăри ача амăшĕн (çемье) капиталĕн вăхăтне те 2021 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăсма йышăну тунă. Виççĕмĕш тата хыççăнхи ачасемшĕн паракан капитал 100 пин тенкĕпе танлашать. Паянхи куна республика капиталĕпе усă курма 10 пин ытла çемьен право пур.

Программа пурнăçа кĕнĕренпа (2012 - 2017 çулсем) республика капиталĕпе 4,6 пин çемье усă курнă. Пĕтĕмĕшле сумма 385 млн тенкĕпе танлашать. 2018 çулта çавна валли 196,8 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Малтанласа шутласа пăхнă тăрăх, 2000-е яхăн нумай ачаллă çемье капиталпа усă курма пултарĕ.

 

3. Пĕрремĕш ачашăн - пособи.

Енчен те 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн çемьере пĕрремĕш ача çуралчĕ пулсан е ача усрава илнĕ пулсан, уйăхсерен пособи илсе тăма право пур. Ку пулăшу - адреслă. Пособие çемьери пĕтĕмĕшле тупăш çемьен пĕр членĕ пуçне 13995 тенкĕне çитмест пулсан параççĕ. Калăпăр, çуралнă ачана шута илсен, виçĕ çынран тăракан çемьен пĕтĕмĕшле тупăшĕ 41985 тенкĕрен каярах пулмалла. Пĕтĕмĕшле тупăша палăртнă чухне ĕç укçисене, премисене, пенсисене, социаллă пособисене, стипендисене, тĕрлĕрен компенсацисене, алиментсене тата ыттисене те шута илеççĕ.

Чăваш Енре пĕрремĕш ачашăн пособи 4,5 пине яхăн çемье илсе тăма тытăнать. Çавна валли бюджетра 143,5 млн тенкĕ пăхса хунă. 2018 çулта уйăхсерен паракан пособи виçи ачана пурăнма кирлĕ республика минимумĕн шайĕнче - 8910 тенкĕ.

 

4. Кивĕ парăмсемпе штрафсене каçарĕç.

 Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2017 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ пресс-конференцире граждансене, вăл шутра предпринимательсене те унчченхи çулсенче пухăнса пынă налук парăмĕсенчен хăтарма кирли пирки каларĕ. Ун пирки калакан федераци саккунне вăл 2017 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнчен алă пусрĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн налук органĕсен граждансен транспорт налукĕсене, уйрăм çынсен пурлăх, çĕр налукĕсене пăрахăçласси пирки йышăну тумалла. Пĕтĕмĕшле услови - парăм 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕчченхи пулмалла. Пухăннă çак парăмсемшĕн тÿлемелли пенисене те пăрахăçлаççĕ.

Çак положени уйрăм предпринимательсене те, вĕсем çак вăхăта ĕçлеме пăрахнă пулсан та, пырса тивет.

Республикипе уйрăм çынсен пăрахăçлама тивĕç парăмĕ 126,6 млн тенкĕпе танлашать. Вăл шутра 57,6 млн тенкĕ - уйрăм çынсен пурлăх налукĕ. Предпринимательсен парăмĕ 69 млн тенкĕпе танлашать.

Çапла вара уйрăмах пĕчĕк тупăшлă çынсен пурнăç условийĕсем лайăхланаççĕ. Кусем вĕсем Путин Президент алă пуснă саккунсенчен хăшĕсем кăна. Пирĕн граждансенчен чылайăшĕ валли - Çĕнĕ çул уявĕн парни.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6