Етĕрне округĕнче республикăри фермерсен черетлĕ слечĕ пулчĕ. Вăл регионти 200 яхăн фермер хуçалăхĕн представительне пухрĕ.
Муркаш округĕн делегацине округ администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Андрей Мясников тата ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Татьяна Павлова ертсе пычĕç. Канашлăвăн тĕп теми ялти пĕчĕк формăллă хуçалăхсене аталантарасси, патшалăх пулăшăвĕн мелĕсене тишкересси, аталану çул-йĕрне сÿтсе явасси пулчĕ. Пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашмалли площадка, ĕçлĕ калаçу, тĕрлĕ çĕнĕлĕх аталанура питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Фермерсем ял никĕсĕ пулса тăраççĕ, ĕç вырăнĕпе тивĕçтереççĕ, ял хуçалăх производствине пулăшу кÿреççĕ.
Слет шайĕнче çулсеренхи «АГРО К(Ф)Х – 100» рейтинга пĕтĕмлетрĕç, Чăваш Енти чи ăнăçлă ĕçлекен 10 фермер хуçалăхĕн ертÿçине палăртрĕç. Лидерсене палăртнă чухне производство калăпăшне, мĕнле техника пуррине, ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтернине, ĕç укçи шайне, хуçалăх эффективлă ĕçленине тата финанс çирĕплĕхне шута илчĕç. «АГРО К(Ф)Х – 100» йышне Муркаш округĕн 3 представителĕ – В. Федоров, О. Шапошникова, П. Макаров – кĕме тивĕçрĕç. Республикăра патшалăх пулăшăвĕн мелĕсене анлăлатса пынă май фермер юхăмĕ ăнăçлă аталанса пырать. Пĕчĕк формăллă хуçалăхсене малашне те пулăшса пырĕç, çĕнĕ технологисемпе усă курма май туса парĕç. Вăл шутра «Российское село» проект шайĕнче те ĕçсем анлă пулĕç. Кăçал фермер хуçалăхĕсене аталантарма патшалăх шайĕнче 400 млн тенкĕ ытла уйăрма палăртнă.
Слет хыççăн Владимир Федоровăн шухăш-кăмăлне пĕлес терĕмĕр:
– Слетра эпĕ çулсеренех пулатăп, пилĕккĕмĕш çул хутшăнтăм. Слет маншăн питĕ кăсăклă тата усăллă иртрĕ. Ыттисемшĕн те çаплах пулĕ тесе шухăшлатăп. Кунта ĕçтешсемпа калаçрăмăр, патшалăх пулăшăвĕн мелĕсем тата ытти пирки те пĕлтĕмĕр. Çавăн пек пĕрле пухăнни кирлех пире. «АГРО К(Ф)Х – 100» рейтингра манăн хуçалăх 27-мĕш вырăнта пулнине пĕлтерчĕç. Ку, паллах, маншăн пысăк çитĕнÿ, малашне татах та ытларах тăрăшма хавхалантарать. Ĕçĕ çителĕклĕ, пурнăçламалли тĕллевсем пур-ха.
Сентябрь 2026 |
