Сăн ÿкерчĕкре «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче чăх-чĕп пăхакан Елена Николаевăна куратăр. Фабрикăра Елена Владимировна вăтăр çул ытла тăрăшать, çĕнĕ технологисемпе усă курать.
Ĕçе пĕлсе пурнăçланипе продукци илесси те пысăк. Тупăш шайĕн ÿсĕмĕ вара предприятие конкурентлă пулма май парать. Ĕçе тÿрĕ чунпа тата тĕрĕс пурнăçлани ăна шаннă вырăнта чăх-чĕп управлăхĕ вăтам кăтартуран яланах пысăк. Елена Николаева хăйĕн ăсталăхне çамрăк специалистсене парать, вĕсене ĕçре вĕрентсе пырать. Вăл тăрăшнипе предприяти кадр резервĕ те йĕркеленет. Ĕçне кура – хисепĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе Елена Николаевăна «Чăваш Республикин ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята парса чысларĕç.
Сентябрь 2026 |
