Мăнсĕнтĕрсем фронта ятарлă çар операцийĕ пуçланнă вăхăтранпах пулăшса тăраççĕ. Çак кунсенче пирĕн туслă йыш пинмĕш сетка çыхрĕ. Пирĕн патра ĕçлекенсем – шурă çÿçлĕ волонтерсем. Ĕçе килнĕ пекех кашни кун пухăнаççĕ кунта. Вĕсем хушшинче çаксем: Василиса Яргейкина, Галина. Захарова, Зинаида Сорокина, Тамара Буянова, Юлия Викторова, Вера Николаева, Вера Пафнутьева, Анна Егорова, Роза Николаева. Май пур чухне вара çамрăксем те çыхма пулăшаççĕ. Каникул вăхăтĕнче ачасем çăвĕпех асламăшĕсене пулăшрĕç. Çак хастар çынсем нумай тăрăшаççĕ салтаксемшĕн. Çавăн пекех шлем çинчен тăхăнмалли хÿтĕлевсене те çыхаççĕ. Сетка çыхакансене тата ытти енĕпе пулăшакансене пысăк тав сăмахĕ калатăп.
Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа тата эпир фронта пулăшма тытăннăранпа вăхăчĕ самай иртрĕ. Çак йывăрлăх пире пĕрлештерчĕ, туслаштарчĕ. Ырă кăмăллă çынсем, пулăшас текенсем нумайланчĕç. Эпир «ЗОВ Чувашия» фондпа ĕçлетпĕр тата хатĕр сеткăсемпе посылкăсене отпуска килнĕ салтаксенчен парса яратпăр. Хатĕр сеткăсем пирки чатра пĕлтеретпĕр. Сеткăсене чĕркенĕ чухне ăшне яланах пĕчĕк парнесем хурса паратпăр. Çакăн пек посылкăсене хамăр патри салтаксем валли кăна мар, ыттисем валли те хатĕрлетпĕр. Сирĕн е пирĕн салтак тесе уйăрни çук, пурте вĕсем пĕр ĕç тăваççĕ, пирĕншĕн, мирлĕ пурнăçшăн тăрăшаççĕ. Сетка çыхнисĕр пуçне чăлха-нуски сахал мар çыхса ăсатрăмăр салтаксем патне. Çавăн пекех ырă кăмăллă çынсен пулăшăвĕпе таварсем лавкара та туянатпăр, куллен кирлĕ япаласем те хатĕрлесе паратпăр фронт валли. Пахча çимĕç те салтаксене сахал мар кирлĕ. Хама илес пулсан, эпĕ Мускав облаçĕнчи госпитальте ĕçлетĕп. Унта чухне те чунпа ял-йышпа. Салтаксен нушине, вĕсен йывăр шăпине çын сăмахĕ тăрăх мар, хам куçпа курса пĕлетĕп. Вĕсем те ман чуна çывăх. Çавăнпа та салтаксене пулăшас, кăштах та пулин çăмăллăх-хÿтлĕх парас килет. Сеткăсене госпиталь валли те илсе каятăп, вĕсем унта медицина хатĕрĕсене хÿтĕлеме кирлĕ. Выртакан салтаксем валли тĕрлĕ тум тата сурансене сиплемелли япаласем илсе кайрăм. Вĕсене Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕнчи çынсем парса пулăшрĕç. Пирĕн тăрăхри çынсем çĕнтерĕве çывхартма çавăн пек тÿпе хываççĕ.
Валентина КОМИССАРОВА .
Сентябрь 2026 |
